Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çĕршыва хÿтĕлесси – кашни гражданинăн тивĕçĕ

Тин çуралнă арçын ачана чăвашсем çирĕп сывлăхлă пулма пехилленĕ май: “Салтака юрăхлă пултăр”, - тенĕ. Халĕ те сайра-хутра ун пек каланине илтме пулать-ха. Çак сăмахсем ашшĕ-амăшне чăннипех те яваплăрах пулма вĕрентнĕ ахăр.

Салтак тумĕ тăхăннă каччă яланах шукăль курăннă, çартан маттурланса таврăннă яш хисепре пулнă-çке ун чух: хĕрсем те вĕсене куç хывнă, ял-йыш та сума сунă. Ара, тута хĕрринчен сĕт тути те кайман 18 çулти ача пурнăç тути-масине ас тивет, хăй тĕллĕн пурăнма вĕренет, Тăван çĕршыв, юратнă аттепе анне, тус-юлташсен пĕлтерĕшне лайăхрах ăнланма, вĕсене хисеплеме пуçлать. Тăван çĕршыва сыхлани пысăк яваплăх-çке.

Самана улшăнни пурнăçри пулăмсене кăна мар, халăх шухăшлавне, кăмăл-туйăмне пĕтĕмĕшле урăхлатрĕ. Çавăн пекех вăхăт иртнĕçемĕн салтак тата çар ăнлавĕсен пĕлтерĕшĕ те, ячĕ-сумĕ те улшăнчĕ. Ку сăлтавсăрах мар пулĕ;

Çамрăк яшсем çара каясшăн марри вăрттăнлăх мар. Çак тапхăра чылайăшĕ вăхăта усăсăр ирттернĕн хаклать. Хăйсем кăна та мар, халь ашшĕ-амăшĕ те тăван тĕпренчĕкне салтак пăттине тутантарасшăн мар-çке.

Апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти çар ĕç комиссариатĕнче призыв комиссийĕ ĕçе пуçăнчĕ. Кăçалхи çуркуннехи призывпа1978-1987 çулсенче çуралнă çамрăксен çара каймалла. Комиссине 150 яхăн яша чĕннĕ. Çар ĕç комиссариачĕн 2-мĕш уйрăмĕн начальникĕ Ю.Богатнаев прапорщик пĕл­тернĕ тăрăх, çуркуннехи призыва чĕннĕ яш-кĕрĕмсенчен 134-шĕ яваплăха туйса çар ĕç комиссариатне çитнĕ. Вĕсен шутĕнчен тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекен (40-е яхăн), сывлăхĕ хавшакрах (40-е яхăн) çамрăксен срокĕсене тăснă. Çемьери лару-тăрăва пула салтак атти тăхăнайман тĕслĕхсем те кашни çулах пулаççĕ. Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакан икĕ каччă та çар ретне тăмĕç.

Çар службинчен пăрăнакансем те çук мар. Кунашкал пулăмпа кашни призыв вăхăтĕнчех тĕл пулма пулать. Çĕн Ирчемес ялĕнче пурăнакан, тăлăх ÿсекен Костьăпа Андрей Ивановсене, шăллĕпе пиччĕшне те, çакăн пеккисен йышнех кĕртмелле. Вĕсем иртнĕ çулхи призывран икĕ хутчен пăрăннă, кăçал та çар ĕç комиссариатне васкани курăнмасть. Акă, апрелĕн 7-мĕшĕнче Андрей Иванов, комиссарсем ачасемпе ĕçленĕ хушăра, пÿлĕмрен тухса тарнă, тепĕр кунне вуçех те пыман.

Саккунпа килĕшÿллĕн, çар учечĕн докуменчĕсене (çар билечĕ е çар службине каймалли гражданинăн удостоверенийĕ) ятарласа пăснăшăн, медицина тĕрĕслевĕнчен пăрăннăшăн асăрхаттараççĕ е  чи пĕчĕк ĕç укçин уйăхри 0,5 - 5 виçи чухлĕ штрафлаççĕ. Призывникăн административлă правăна пăснипе çыхăннă чи усал тĕслĕх - гражданин çар учечĕн тивĕçĕсене пурнăçламанни, çар ĕç комиссариачĕ чĕннĕ çĕре пыманни, ялан пурăнакан вырăнтан виçĕ уйăхран ытларах вăхăта тухса кайни, çемьери лару-тăру, çемье йышĕ, илнĕ пĕлÿ шайĕ, паспорт кăтартăвĕсем улшăнни çинчен çар ĕç комиссариатне пĕлтерменни.

Юлашкинчен çакна калас килет. Çамрăксен çара каяссинчен пăрăнма мар, Тăван çĕршыва сыхлама яланах хатĕр пулмалла. Хамăр çĕр­шыва хÿтĕлесси - кашни гражданинăн тивĕ­çĕ-çке.



"Пирěн пурнăç"
16 апреля 2005
00:00
Поделиться