Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Халăха - таса шыв

Чăваш Республикин халăхĕн пурнăçĕпе сывлăхне лайăхлатас, общество инфраструктурине аталантарас тата пурнăçа кĕртес тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕн 2004 çулхи авăнăн 23-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин халăхне ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли хушма мерăсем çинчен» 109-мĕш Указне пурнăçласа республикăн «Чăваш Республикин халăхне 2005-2008 çулсенче ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программа туса хатĕрленĕ.

Программăн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикин халăхне ĕçмелли таса шывпа çителĕклĕ тивĕçтересси, çапла майпа пурнăç условийĕсене, халăх сывлăхне, республикăри социаллă пурнăçпа экологи лару-тăрăвне лайăхлатасси.

Пирĕн районта та çак программăна пурнăçа кĕртме палăртнă. Паянхи куна район территорийĕнче 21543 çын пурăнать. Халăх çĕр айĕнчи çăл куçсенчи, артезиан пуссисенчи шывпа усă курать. Анчах та çăлсен 36 проценчĕ микробиологи кăтартăвĕсемпе санитари нормисемпе килĕшсе тăмасть. Районти 70 ялтан 13-че кăна шыв пăрăхĕсен сечĕсем пур. Палăртма кăмăллă: вĕсен хисепне 46 çитерме йышăннă. 78 шыв колонкисенчен 30-шĕ кăна юсавлă. Çакăн сăлтавĕ - шыва тасатмалли тата сиенсĕрлетмелли технологи кивелни, шыв пăрăхĕсен сечĕсем юрăхсăра тухни. Акă, Утаркасси, Ваçкаçырми, Урикасси, Трапай, Пантьăк ялĕсенчи юрăхсăра тухнă шыв пăрăхĕсен сетне тĕплĕ юсав тума палăртнă.

Асăнса хăвармалла, иртнĕ çулсенче обществăлла çăлсенчен илнĕ шыв пахалăхĕпе сывлăхшăн сиенлĕ пулнă: вăл таса мар, çÿпĕллĕ, микробиологи, санитарипе хими кăтартăвĕсемпе килĕшсе тăман. Шыв хуралнин тĕп сăлтавĕ - тасатмалли сооруженисем япăх ĕçлени, вĕсем çителĕксĕр пулни.

Таса мар шыв ĕçни сывлăх çине пысăк витĕм кÿрет: гепатитпа, тĕрлĕ инфекци чирĕсемпе чирлекенсен хисепне ÿсме майсем туса парать. Инкеке малтанах сирсе ярас тĕллевпе, выльăх-чĕрлĕх фермисенчен тухакан таса мар шыва юхса тăма тĕрлĕ сооруженисем, объектсем тумалла.

Çак ĕçсене туса ирттерме укçа-тенкĕ те сахал мар кирлĕ. Район бюджетĕнче лару-тăру çăмăлах мар пулин те, администраци ĕçсен 10 процентне тÿлесе татма йышăннă. Çакă ял халăхĕшĕн чăннипех те пысăк пулăшу пулĕ.

Паянхи куна Ачкасси, Урикасси, Ишеккасси ялĕсем валли шыв пăрăхĕсем хума проект туса хатĕрленĕ. Пантьăк, II Хурашаш, Тури Çĕрпÿкасси, Акташ, Анат Çĕрпÿкасси ялĕсенче проект ĕçĕсем пыраççĕ.

Пахалăхлă, таса шывпа усă курас тесен çине тăрсах ĕçлемеллине манас марччĕ.



"Пирěн пурнăç"
13 апреля 2005
00:00
Поделиться