Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Анна аппа - трактористка

Мишеркасси ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Анна Прокопьевна Александрова ĕç ветеранĕ кăçал 87 çул тултарчĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче нумай хура-шур курнă пулин те, йывăр пурнăç ăна хуçайман.

- Пирĕн çамрăклăх, вăрçă пуçланиччен, хаваслă иртрĕ. Ялти комсомолецсем пуçарнипе мероприятисем чылай иртетчĕç: спектакльсем, спорт ăмăртăвĕсем, улах каçĕсем... Халĕ, аса илетĕп те, юмахри пек туйăнать. Лекçи савни мана улахранах качча илсе кайрĕ. Манăн мăшăр - вĕреннĕ çынччĕ. Пĕр вăхăт Хватукасси шкулĕнче ĕçлерĕ. 1939 çулта ăна Хĕрлĕ Çар ретне илчĕç. Эпĕ вара пĕр çулхи Лида хĕрĕмпе тăрса юлтăм.

Пĕррехинче, эпир колхозăн Сăр леш енчи çĕрĕ çинчен ĕнесем суса таврăннă чух, лавкка патĕнче халăх кĕпĕрленсе тăнине асăрхарăмăр. “Вăрçă тухнă” тенине илтсенех манăн аллăмри витре çĕр çине ÿкрĕ. “Манăн мăшăр чикĕ хĕрринчех-çке”, - вĕçрĕ пуçра шухăш.

Çĕршыв тăшмана хирĕç çĕкленчĕ. Кулленех арçынсене  фронта ăсататтăмăр: ялта хурлăхлă салтак юрри тăратчĕ. Ялсенче юлнисем вара каярахпа Сăр хĕррине çар сооруженийĕсем тума тухрĕç. Шартлама сивĕре чăваш халăхĕ иккĕмĕш оборона линине хатĕрлесе çитерчĕ. Вăй питти арçынсем вăрçă хирне кайса пĕт­сен, вĕсем вырăнне хĕрарăмсем тăчĕç. Мишеркассинчен эпир тăваттăн: А.Королева, М.Сорокина, А.Кириллова тата эпĕ  Хĕрлĕ Чутайри МТС-ра тракториста вĕрен­тĕмĕр. Курса виçĕ уйăх çÿресенех пире трактористсем çумне плугарьсем пулма çирĕплетрĕç, - каласа парать Анна Прокопьевна.

Вăл вăхăтра К.Самылкин ертсе пыракан трактор бригадинче “НАТИ”, “Газогенератор”, “Универсал” маркăллă тракторсем пулнă. Çак техникăпа бригада Питĕркассинчен пуçласа Хватукасси ялĕсем таран тĕрлĕ колхозсене тыр-пул ÿстерме пулăшнă. Анна Александрована вара (1942 çулта) “Универсал” трактор шанса панă. Унпа вăл суха тунă, кĕркунне, шăнтсан, кăткăс молотилкăпа капанри кĕлтесене çапнă. Çур аки вăхăтĕнче трактористкăсем çĕрĕпех ĕçленĕ: уйран яла кĕрсе курманпа пĕрех.

Çăмăл пулман хĕрарăм-трактористкăсене. Час-часах трактор çĕ­мĕрĕлсе кайнă... Йывăр пулсан та, тÿснĕ. Нăйкăшса пуçа усма намăс пек туйăннă: вăрçă вăхăчĕ-çке. Кĕçех Анна Александрова та ĕç нормисене ирттерсе пурнăçлама тытăннă. 1943 çулта ăна ĕçре мала тухнăшăн “Социализмла ăмăрту ударникĕ” ят панă.

Хаяр вăрçăра Совет çарĕсем çĕнтерсен, чĕрĕ юлнă салтаксем тăван килĕсене таврăнма пуçланă. Анна аппа вара упăшки Алексей Александров лейтенант вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерекен хут илнĕ.

1956 çулчченех офицер арăмĕ тракторпа ĕçленĕ.

А.Александрова нумай хутчен хастар ĕçле­нĕшĕн колхоз правленийĕн парнисене илме тивĕçнĕ. 1972 çулта А.Александрована “Искра” колхозăн “Хисеплĕ ĕçченĕ” ят панă. Халĕ унăн кăкăрĕ çинче “Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçле­нĕшĕн”, “Ĕç ветеранĕ” тата юбилей медалĕсем ялкăшаççĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та, канăçсăр чĕрел­лĕ ветеран çу кунĕсенче яланах колхоз ĕçĕн­че пулнă. Выльăх апачĕ хатĕрлес, тыр-пул пухса кĕртес ĕçсене хутшăннă, обществăлла ĕçрен те юлман. Ăна пĕрмаях “Пĕрремĕш касă” тата “Çĕнĕ тырă” уявĕсене чĕннĕ. Ватă трактористка вара колхозри механизаторсене çĕр çынсене тăрантарни, унпа тухăçлă усă курмалли çинчен каласа пама кăмăлланă.

Анна Прокопьевна - ялта ятлă-сумлă çын. Унăн пурнăçри хастарлăхĕ, ĕçченлĕхĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.



"Пирěн пурнăç"
02 апреля 2005
00:00
Поделиться