Зоя Сергеевна Спиридонова 1956 çулта октябрĕн 27-мĕшĕнче Ачкасси ялĕнче çуралнă.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче, Саратоври Н.Чернышевский ячĕллĕ университетра вĕреннĕ.
Таня хĕрĕ пур. Вăл çемьеллĕ. Алеша ывăлĕ Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци лицейĕнче вĕренет.
Çыннăн Турă панă пултарулăхĕпе шалти тĕнчи пĕр килмелле. Çавăн пек чухне этем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм Зоя Спиридонован пурнăçĕпе, творчествăлла пултарулăхĕпе паллашнă май. Хăйĕн ĕçне район культурине, çамрăк ачасен талантне аталантарассипе çыхăнтарнă вăл. Çав хушăрах çине-çине çĕнĕ юрă хывать - çакă йăлтах чăваш сывлăшĕпе сывласа, чăваш çăкăрне çисе, тăван тавралăх сăпкинче ярăнса ÿснĕ хĕрарăм мĕн тери ĕçчен, пултаруллă пулнине пĕлтермест-ши;
Ачкасси хĕрĕ Зоя çамрăк чухнех сăвă-юрăпа туслă пулнă, концертсене хутшăнассишĕн çуннă. Район хаçатĕнче унăн сăввисем час-часах пичетленнĕ. Шкул хыççăн Зоя направлени илнĕ те ЧПУ-ĕн историпе филологи факультетне чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ.
Анчах Чăваш Енре вĕренсе пĕтерме май килмест хĕре. Качча тухса çемьеллĕ пулать. Шăпа ăна Тюмень, Волгоград, Саратов çĕрĕсене илсе çитерет. Çапах та йывăрлăхра алă усманскер, аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен диплом илет. Каярахпа ăна пĕр интерната ертсе пыма шанаççĕ. Унти вырăнсем питĕ хитре, анлă пулнă пулин те, Зоя чăваш тăрăхĕшĕн питĕ тунсăхланă. Шăпах чĕрине тунсăх пуснă вăхăтсенче унăн “Тĕл пулсассăн”, “Пĕр санпа кăна” юрăсем çуралнă.
Пурте пулнă темелле чăваш хĕрарăмĕн: мăшăр, ачасем, кил-çурт, выльăх-чĕрлĕх, яваплă ĕç... Нимĕнле çитменлĕх те çук. Анчах шутламан çĕртен вĕсен çемйине хура пĕлĕтсем çавăрса илнĕ: Зоя ывăлне çухатнă. Асаплă чун çав самантра мĕн тÿссе ирттернине хăйĕнсĕр пуçне урăх кам пĕлет-ши;
Вăхăт таппи... Ахăртнех, вăл ыйтнипе тата тăван ене туртнăран Зоя Чăваш Ене таврăнать. Кĕçех вăл Çĕмĕрле районĕнчи Саланчăкра пурăнма пуçлать. Пысăк должноç сĕннине пăхмасăрах 12-13 çулсенчи тăлăх, чи пуçтах ачасен ушкăнне йышăнать. Пĕтĕмпех вĕсемшĕн тăрăшать. Хуйхă хыççăн ăш çуннипе асапланаканскерне тăлăхсем пурнăçа таврăнма пулăшаççĕ.
Çапла Зоя Спиридонова пирки питĕ нумай çырма пулать. Ытла нумай тĕрĕслев витĕр тухнă вăл. Икĕ хут çемье çавăрнă. Анчах хăйсен пурнăçĕпе пурăнма пĕлмен çынсем вĕсен телейне таптанă. Çапах та Турă ăна ывăл парнеленĕ. Тăванĕсем вара йывăр вăхăтра юнашар пулма тăрăшнă, чирленĕ вăхăтсенче тĕрев панă. Зоя Сергеевна пуçа усман, шăла çыртса малалла талпăннă. Юрă хыççăн юрă çуралнă унăн: “Тавах, тăван”, “Аннепе калаçни”, “Вăрман юрри”, “Аслă аппа”, “Юрат хавассăн”, “Манас çук сана”. Сăввисенче вара унăн - çуралнă çĕр, тăвансем... Юрăсемех ăна пурăнма хавхалантарнă, çут тĕнчене тепĕр хут туртса кăларнă.
Пурнăç çынна хăй еккипех илсе пырать. Зоя Сергеевна халĕ районти культура пайĕн начальникĕ. Çавна май вăл культурăна аталантарас, çÿллĕ шая çĕклес тесе сахал мар вăй хурать. Калас пулать, сăвă-юрă çырас туртăмĕ те çулсем иртнĕ май вăйланса, урăхла каласан, творчество шайĕ çулран-çул ÿссе пырать.
Акă, вăл пĕрремĕш юррине студент чухнех çырнă. Унтанпа вăхăт нумай иртнĕ ĕнтĕ. Йывăр инкек тÿссе ирттернĕ Зоя пĕр вăхăт пултарулăх ĕçне пачах пăрахни те пулнă. Тăван кĕтесе таврăнсан тăван çĕр техĕмĕпе йăл илнĕ тейĕн. Паян вара унăн “Аттен çуралнă кунĕ” тата ытти юррисене илтмен-пĕлмен çын та çук пулĕ. Унăн хайлавĕсене республикăри паллă юрăçсем Г.Смирнова, А.Краснова, Е.Османова, Р.Грачева, Л.Васильева, Т.Эрченеш (хăйĕн хĕрĕ), Е.Голубева, М.Федоров тата ыттисем халăх патне çитерес тесе ĕçлеççĕ.
Зоя Сергеевна республикăри “Вирьял шевлисем” фестивале те хутшăннă. Унта янăранă 40 юрăран улттăшĕ З.Спиридонован пулнă. Жюри унăн ĕçне, талантне пысăка хурса хакланă: “Чи лайăх поэт-юрăç” номинацире çĕнтерÿçĕ ятне панă.
Сăмах май, Зоя Сергеевна районти çамрăксен пултарулăхне, талантне тупса палăртас, аталантарас енĕпе ĕçлеме те вăхăт тупать. Вăл ертсе пыракан вокал кружокне çамрăк юрăçсем хаваспах çÿреççĕ, концертсенче хутшăнаççĕ.
Палăртса хăвармалла, ку таранччен Зоя Сергеевна 30 ытла сăвва кĕвĕлесе юрра хывнă. Нумаях пулмасть-ха унăн çĕнĕ юрă çуралнă. Вăл “Чăваш каччи” ятлă. Ăна Чăваш Республикин чи пултаруллă каччине Н.Федоров Президента халалланă. Çак эрнере ку юрă пĕрремĕш хут радиопа янăрарĕ. “Чăваш каччи” юрра хамăр ентеш - А.Самсонов артист шăрантарчĕ.
Зоя Спиридонова каланă тăрăх, вăл ятарласа сăвă-юрă çырса лармасть, сăвă йĕркисем хăйсемех - çул çинче-и е ĕçре - питĕ вăйлă савăннă е тунсăхланă вăхăтра пуçа килеççĕ те çырса хума çеç ĕлкĕр. Тин çеç çуралнă юрра вара Зоя Сергеевна чи малтан, халăх хушшине сарăличчен, амăшне, унтан йăмăкне итлеттерет. Вĕсем хак парсан тин, юррисем пулса-пиçсе çитнĕ тесе шутлать.
- Юрăсемпе пулин те, тăвансене пурпĕрех савăнтаратăп, - тет вăл.
Çапла, Зоя Спиридонова - халăх юратакан сăвăç, юрăç, композитор. Унăн юррисене кирек ăçта кайсан та хапăлласах итлеççĕ. Пултарулăх каçĕсем те йĕркелет вăл. Халиччен 4 аудиокассета, компакт диск кăларма ĕлкĕрнĕ. Çĕнĕ шухăшсем, çĕнĕ ĕçсем - малашлăхра. Çывăх вăхăтра Шупашкарта иртекен концертра кураканшăн кĕтменлĕх, çĕнĕлĕх нумай пулĕ. Çутă чунлă та пултаруллă хĕрарăм çинчен пыракан сăмахăма унăн çамрăк чухне çырнă таса, ăслă, сывлăш пек, çăмăл та витĕр курăнакан “Çурхи кун” ( 1973 çул) сăввипе вĕçлес килет:
Шăнкăр-шăнкăр шывсем юхнă майăн.
Сар хĕвел пăхнăçем йăл кулса,
Шăпчăк пек кĕвĕсем шăрантарăн,
Çурхи кун çитнипе савăнса.
Тумламсем тумлама тытăнсассăн,
Шурă юр пуçласан хуралма,
Кайăксем кăнтăртан таврăнсассăн,
Кам-ши тухмĕ çурхи урама;
Пирвайхи аслати авăтсассăн,
Таврана инçетрен вăратса,
Шурă çĕмĕрт çеçке кăларсассăн,
Ма çĕкленмĕ-ши чун савăнса.