Юратнă вĕрентекенĕм
Ачасене çирĕп пĕлÿÿ, тивĕçлĕ воспитани парасси чыслă, яваплă, сăваплă ĕç. Анчах педагогикăри ăсталăха пултаруллă та пысăк туйăмлă, хăйĕн профессине чунтан парăннă учительсем çеç алла илме пултараççĕ.
Пирĕн районта ăста учительсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Мăн Этменти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта нимĕç чĕлхи предметне вĕрентекен Юлия Васильевна Вадейкина. Манăн сăмахăм шăпах ун çинчен.
Юлия Васильевна 1955 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Мăн Этмен ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1972 çулта ялти шкултан вĕренсе тухнă. Хыççăнах Пантьăкри шкулта аслă пионервожатăй пулса ĕçлеме тытăннă.
Ăна ачасемпе ĕçлеме килĕшнĕ. Çакă хĕре ĕçре çитĕнÿсем тума, аслă пĕлÿ илме хавхалантарнă. Çапла, Юлия 1973 çулта педагогика институтне ют чĕлхесен уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Институтран ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн, 1978 çулта, тăван шкулне таврăннă, ачасене нимĕç чĕлхине вĕрентме пуçланă.
Мăн Этмен шкулĕнче вăл 27 çул ĕçлет ĕнтĕ. Коллективра Юлия Васильевна çепĕç пулнипе, ăшă кăмăлĕпе, çынна кирек мĕнле вăхăтра та пулăшма хатĕр пулнипе, хăйĕн ĕçне аван пĕлнипе палăрса тăрать. Ачасем те ăна хисеплеççĕ, унăн предметне юратса вĕренеççĕ. Çынна итлеме пĕлни, чун-чĕререн тухакан тараватлăхĕ, ырă кăмăлĕ - шăпах çак енĕсем ачасене ун патне туртаççĕ.
27 çул... Çак çулсем хушшинче миçе çынна пĕлÿ панă-ши вăл; Калама та май çук. Пархатарлă ĕçне кура чысланă Хисеп хучĕсене те шутласа кăлараймăн. Хальхи вăхăтра Юлия Васильевна Вадейкина I-мĕш категориллĕ учитель, “РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ”.
Мăшăрĕпе, Николай Николаевич Вадейкинпа, виçĕ ача пăхса çитĕнтерчĕç. Шел пулин те, асли, Витя, çут тĕнчере нумай пурăнаймарĕ, çирĕм çул урлă каçсанах çĕре кĕчĕ. Юратнă хĕрĕсемпе мăшăрĕ çумра пулни, юратнă ĕç пурри ăна çак хуйха тÿссе ирттерме пулăшрĕç. Аслă хĕрĕ, Валя, кăçал Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ют чĕлхесен факультетне пĕтерет. Вăл, алла диплом илсен, амăшĕ пекех ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентĕ. Кĕçĕнни вара, Катя, ашшĕн çулĕпех кайрĕ. Вăл Чăваш патшалăх университетĕнче физикăпа математика уйрăмĕнче вĕренет, учитель пулма ĕмĕтленет.
Юлия Васильевна ачисенчен ăста педагогсем пуласса шанать. Хăйĕн хĕрĕсемпе кăна мар, хăй вĕрентсе кăларнă ачасемпе те мухтанать. Унăн вĕренекенĕсем районта иртекен олимпиадăсенче яланах 1-мĕш вырăнсене çĕнсе илеççĕ, аслă шкулсене çăмăллăнах вĕренме кĕреççĕ. Çакă Юлия Васильевнана малашне те тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.
Хăй вăхăтĕнче эпĕ те унăн вĕренекенĕ пулнă. Вăл вĕрентсе каланине халĕ те асра тытатăп. Ырă сăмахусемшĕн, кирлĕ канашусемшĕн тайма пуç Сире, вĕрентекенĕм.