Вăрçă çулĕ – чĕрери суран
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа кĕçех 60 çул çитет. Вăхăт малаллах шăвать, ветерансен йышĕ те чаксах пырать. Тамăкран (хăрушă вăрçа урăх мĕнпе танлаштарăн-ха) чĕррĕн тухнисене упрама, вĕсен кун-çулне май пур таран тăсма тăрăшмалла пирĕн. Акă, Енкĕлт ялĕнче çуралса ÿснĕ Павел Егорович Борисов та 97 çула çывхарса пырать.
П. Борисов 1908 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ачалăхĕ çăмăл пулман унăн. Пурнăçĕ вăл вăхăтра питĕ йывăр пулнă, укçи-тенки çитсе пыман, çавăнпа хутла вĕренме те май килмен унăн. Çамрăклах йывăр ĕçе кÿленнĕ. Нимле ĕçрен те хăраса тăман вăл, алли-ури пур ĕç çумне те çыпçăннă, такама тем туса пама та хатĕр пулнă. Ытла та ырă кăмăллă, çынпа тарават, сăпайлă çын пулнă. Тен, çавăнпах ăна ялта халĕ те ватти те, вĕтти те хисеплесе Павел Егорович тесе чĕнет. Çакă вăл халăх хушшинче ырă ятпа çÿренĕрен, паллах.
Фашистла Германи Тăван çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕрсен ялти вăйпитти арçынсене фронта кайма повестка параççĕ. Павел Егоровича та вăрçă пуçланнă кунах çара илсе каяççĕ.
- Хĕрлĕ Çара ялтан чылайăн тухса кайрăмăр: Филипп Саверкин (вăрçăран таврăнаймарĕ), Андрей Майоров (пĕлтĕр çĕре кĕчĕ), Иван Гаврилов, Иван Михайлов, Василий Терентьев, Егор Галкин, Семен Сыров тата хăшне-пĕрне мантăм та пулĕ. Ара, çулĕсем те иртрĕç-çке. Ялтан пурте салтак юрри юрласа тухрăмăр.
Павел Егорович огнеметчика вĕреннĕ. Мускава ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă.
- Пирĕн çине нимĕç самолечĕсем хура çăхансем пек вĕçсе килчĕç. Йĕри-тавра мина çурăлать, снарядсем хăрăплатаççĕ. Çĕр чĕтренсе кăна тăрать. Нимĕç фашисчĕсем пуç йăтмалла мар пуля сирпĕтеççĕ, Мускав хули çине талпăнаççĕ. Пирĕн вĕсене хирĕç тăма нимех те çук - винтовка та граната. Пур-çук патронсемпе перкелетпĕр. Пĕррехинче тăшман пире пур енчен те хупăрласа илчĕ. Хаяр пулчĕ çав çапăçу. Тус-юлташсене нумай çухатрăмăр. 12 талăк окопра ларма тиврĕ. Юрать, хамăр салтаксем вăхăтра çитсе пулăшу пачĕç, пире вилĕмрен çăлчĕç, - аса илет ветеран. - Çав йывăр вăхăтра тăвансене аса илеттĕм, ăшра чăваш юррине ĕнерлеттĕм. Çавă пулăшрĕ-ши мана юлашки самантра; Халĕ те тĕлĕнетĕп. Эпир салтаксем, вилĕме хăюллăн куçран пăхса пурнăç телейĕшĕн малалла ыткăннă. Çапла, совет çыннин паттăрлăхне нимле хăрушă вут та тытса чараймарĕ. Пурин те пĕр шухăш пулнă: нимĕç фашисчĕсене - вилĕм. Тăшман Совет Çарĕн вăйне чăтса тăраймарĕ, пуç тÿпинчен сĕрĕм кăларса каялла чакса пычĕ. Пирĕн алăра автомат нихçан та чĕтремен. Фашистсене хăйсен йăвине çити хăваласа çапса аркатрăмăр. Çĕнтерÿ турăмăрах.
П.Борисов чылай фронтсенче çапăçнă, чылай хулапа яла ирĕке кăларассишĕн паттăрлăх кăтартнă. Мĕн вăрçă пĕтичченех çапăçу хирĕнче пулнă вăл, тăшмана хăваласа Берлина çитнĕ.
- Çĕнтерÿ вăл - çухату та, савăнăç та, куççуль те - каласа парать Павел Егорович. Тăшманпа пĕрле çывăх юлташ вилет-çке. Юлашки залпсем тахçанах кĕрленĕ ĕнтĕ, ялсем, хуласем çĕнĕрен çĕкленнĕ. Анчах çав йывăр çулсем, хаяр çапăçу саманчĕсем манăçмаççĕ, асран тухмаççĕ. Миçе пин-пин çын пурнăçĕ татăлчĕ ылханнă вăрçăра, мĕн чухлĕ юн юхрĕ.
Павел Егорович çапăçусенче хастарлăх кăтартнăшăн чылай наградăсене тивĕçнĕ: Отечественнăй вăрçă орденĕ, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Хăюлăхшăн», «Кенигсберга илнĕшĕн», Жуков тата ытти чылай юбилей медалĕсем.
Вăрçă участникĕ Аслă Çĕнтерÿ 60 çул çитнине чыслăн кĕтсе илме хатĕрленет. Çак паллă кунччен пурăннишĕн хăйне чи телейлĕ çын тесе шутлать. Çапла пулмасăр, ара, вăл - районти арçынсенчен чи асли-çке.
- Эпир тÿснĕ йывăрлăха çамрăксен курмалла ан пултăрччĕ. Эпир Тăван çĕршыва чыслăн хÿтĕленĕ, атте-анне ятне çĕртмен, эсир те çар ретне тăма ан хăрăр, çирĕп сывлăхлă пулăр, эрех-сăрапа ан туслашăр. Хăвăр хыççăн ырă ят хăварăр, - вĕçлерĕ калаçăвне ветеран.