Ачасен пуласлăхĕшĕн тăрăшса
Хальхи пурнăçра шкул мĕнле пулмалла-ха; Чи малтанах вăл ачасене пахалăхлă пĕлÿпе, тарăн та пысăк опытлă педагогсемпе тивĕçтермелле. Унсăр пуçне шкулта çĕнĕ технологилле оборудовани пулмалла. Çак тĕллевпе ĕнтĕ районта базăллă шкулсене йĕркелеççĕ.
Ялти шкулсене реструктуризацилени аван-ши е унăн та япăх енĕ пур; Пурне те кăсăклантаракан тата хумхантаракан ыйту çине райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин начальникĕ А.ТВЕРСКОВ çапла хуравлать:
- “Реконструкци” е “реструктуризаци” сăмах чи малтанах хăшне-пĕрне шиклентерчĕ. Халĕ вара базăллă шкулсене йĕркелени пахалăхлă вĕрентÿпе тивĕçтернине пурте ăнланчĕç пулĕ тесе шутлатăп. Пирĕн пурин те пĕр тĕллев: ачасене кирлĕ шайра вĕрентÿпе воспитани парасси, шкулсене пысăк квалификациллĕ вĕрентекенсемпе пуянлатасси.
Çулсерен шкулсенче ăс пухакан ачасен шучĕ те (190-200 ача таранах) сахалланса пырать. Акă, тĕслĕхрен, Серенкасси шкулĕнче: 5 класра - 4 ача, Хăмаркка: 6 класра - 4, 9 класра - 7, Мишеркасси: 11 класра - 5, Туктамăш шкулĕнче 7 класа 5 ача çÿрет. Пуçламăш классене илес пулсан ку енĕпе лару-тăру татах та çивĕчрех тăрать. Акă, I Хурашашри тĕп шкулăн 1-мĕш класĕнче пĕр ача пĕлÿ пухать, Ачкассипе Пантьăк шкулĕсенче те 4-мĕш классенче 1-шер ача. Çавна шута илсе, ачасен пуласлăхĕ çинчен шутласа хăш-пĕр шкулсене реструктуризацилеме палăртнă. Çав программăпа килĕшÿллĕн, çитес вĕренÿ çулĕнче Штанашри, Тралькассинчи вăтам шкулсем - тĕп шкулсем, Хăмарккари тата Туктамăшри тĕп шкулсем пуçламăш шкулсем пулса юлаççĕ. Çавăн пекех филиал шкулĕсем те хупăнĕç. Сăмахран, паянхи куна районти шкулсенче пурĕ 315 учитель тăрăшать, вĕренекенсем - 2614-ăн. Иртнĕ çулсене илес пулсан, вĕренекенсен йышĕ самаях пысăк пулнă.
Шкулсене реструктуризациленĕ хыççăн учительсен ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлас хăрушлăх пур. Çакна палăртса хăвармалла: районти педагогсенчен 25-шĕ - тивĕçлĕ кану çулĕсенче. Вĕсем çамрăк учительсене çул уçса парасса шанас килет.
Ачасене çирĕп тата тарăн пĕлÿÿ, тивĕçлĕ воспитани парасси - пирĕн тĕп тĕллев. Апла пулсан вĕсене пур енлĕн аталанма майсем туса памалла.