Тирпейлĕхпе хăтлăх хуçисем
Тÿрех палăртар, коммунальщиксемпе кирек хăçан сăмах пуçарсан та вĕсем: “Темĕнле тăрăшсан та пире яланах сăмах тивет”, - теççĕ. Сăмахĕ, чăн та, тивет пуль. Ара, хĕллехи сивĕсем умĕн те мĕн кăна илтмеççĕ пулĕ вĕсем халăхра! Ытларах чухне хваттер укçи тÿлеме пырсан хăшĕ-пĕри мăкăртатма юратать-çке. Çав вăхăтрах куçа курăнман мĕн чухлĕ ĕç пурнăçлаççĕ пулĕ коммуналлă хуçалăхра тăрăшакансем!
Районти коммуналлă хуçалăх предприяти ĕçченĕсен тăрăшулăхне палăртмасăр май çук. Вĕсем райцентрта пурăнакансен тата учрежденисемпе предприятисенче тăрăшакансен ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Предприяти пурăнмалли çурт-йĕре пăхса тăрас, кулленхи тата капиталлă юсав, реконструкци ĕçĕсем ирттерес, çурт картишĕсене тирпей-илем кÿрес ĕçсене пурнăçланине Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакансем асăрханах ĕнтĕ.
Çакна палăртмалла, экономикăри йывăр лару-тăру коммуналлă хуçалăх предприятине тÿрремĕнех витĕм кÿрет. Çавна пула тупăшлă ĕçлеççĕ теме çук. Пĕлтĕрхи тăкак, кулленхи ĕçсене пăхсан, 172 пин тенкĕпе танлашать.
Çавăн пекех иртнĕ çул коммуналлă пулăшусемпе усă куракансен шучĕ чакнине палăртмалла: шывпа - 3,4 процент, ăшă энергийĕпе - 600 Гкал. Çакă тĕп больницăн çĕнĕ котельнăйне хута янипе те çыхăннă.
Коммуналлă хуçалăх коллективĕ пысăках мар, унта 75 çын ĕçлет. Вĕсем хваттерсене шывпа, ăшăпа тивĕçтерес, юсав туса тăрас енĕпе тимлеççĕ. Урăхла каласан, 30692 тăваткал метр йышăнакан лаптăка пăхса тăраççĕ. Çав вырăнта 1634 çын пурăнать, тĕплĕнрех каласан, кашни çын пуçне 19 тăваткал метр çурт пулать. Ĕçсене пурнăçланă чухне паллах, тăкаксем чылай пулаççĕ. Вĕсене саплаштарас тесе хуçалăх ĕçченĕсем çурт-йĕре ытларах тĕпрен юсама тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр ку енĕпе 248488 тенкĕлĕх ĕç тунă. Тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе те иртнĕ çул сахал мар вăй хунă. Район çыннисем пурăнма лайăх условисем тума - 455 пин, çулсене тытса тăма - 320 пин, çурт-йĕре юсама - 397 пин ытти ĕçсене пурнăçлама 170 пин тенкĕ кайнă.
Малтанхи çулсемпе танлаштарсан мунчана çÿрекенсен йышĕ çав шайрах тăрать. Мунча кÿнĕ тăкаксене саплаштарма пĕлтĕр 253 пин тенкĕ дотаци уйăрнă. Унта пĕрре кăна çăвăнса тухмалли хăйхаклăх 64 тенкĕ те 60 пуспа танлашнă пулсан, пĕр çын пуçне 2,8 тенкĕ тăкак ларнă. Хăна çурчĕпе усă куракансен шучĕ 3,8 хут чакнине палăртмалла. Кунта пĕр талăклăх койко вырăн хăйхаклăхĕ - 1666 тенкĕ. Çакна хăна çурчĕ пĕлтĕр 206 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
Коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен кулленхи ĕçĕсене асăнса пĕтерме çук. Çапах та пысăкрах пĕлтерĕшлисене палăртса хăвармалла. 1-мĕш номерлĕ котельнăйра вак-тĕвек юсав ĕçĕсемсĕр пуçне, электродвигательсене, насус ушкăнĕсене йĕркене кĕртнĕ. 2-мĕш котельнăй кăмакисем валли 145500 тенкĕлĕх унăн уйрăм пайĕсене туяннă. Çапла кăмакан 14 пайне тата 2 насусне юсанă. РТП территорийĕнче вара 240 метр тăршшĕ шыв пăрăхĕ хывнă. Райцентрти Заводской урамĕнчи çĕнĕ çуртсене пĕр чăрмавсăр ăшă паракан насуспа çыхăннă монтаж тата строительство ĕçĕсене вĕçленĕ. Çавăн пекех çак тата Çĕнĕ урамри çуртсен тăррисене çĕнетнĕ, шыв каймалла мар тунă. Унсăр пуçне 19-мĕш çуртăн урайне улăштарнă. 9 подъезд алăкне çĕнĕрен лартнă тата ытти те. Коммуналлă хуçалăх Çĕмĕрлери топсбыт предприятийĕпе 2004-2005 çулсенче çуртсене хупса ăшăтмалли тапхăрта çĕр кăмрăкĕпе тивĕçтерме килĕшÿ те тунă.
1-мĕш котельнăйăн 4 кăмакипе автоматика блокĕсем вырнаçтарнă. Çĕн урамри 3, 25, 43, 47-мĕш çуртсен теплотрассине 320 метр чухлĕ улăштарнă. Çапла: коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем пурнăçлакан ĕçсем анлă, тĕллевсем пысăк: хуçалăх предприятийĕн ĕçне-хĕлне лайăхлатасси, рабочисен ăсталăхне ÿстересси, предприятири пурлăхпа техника базине çирĕплетесси.
Ĕçсен калăпăшĕ, чăн та, пысăк. Анчах та вулакана урăххи те пăшăрхантарать-тăр: хваттершĕн тÿлени. Хваттер хакĕ пĕчĕкех мар-çке. Апла пулин те, пурнăç чăнлăхĕнчен ниçта та тарма çук. Хваттерте пурăнакансем чылайăшĕ çăмăллăхсемпе е субсидипе усă кураççĕ. Çапах та тĕрлĕ сăлтава пула нумайăшĕ хваттершĕн вăхăтра тÿлеймест. Парăм 20 пинрен ытларах та пухăнса кайнисем те пур. Кăткăс лару-тăруран тухмашкăн тĕрлĕ çул-йĕр шырать предприяти. Çапах та хăшĕ-пĕри вĕсен парăмне ырă кукка татасса шанса пурăнать пулас. Çирĕп мерăсем йышăнсан кăна вĕсем хускалма пуçлаççĕ. Тĕлĕнмелле, анчах укçа-тенкĕ те тупăнать кун чухне.
Укçа пуçа хыçтарать, чăн та, тÿлеме тăрсан кĕсьерен питĕ йывăррăн тухать. Çапла пулмасăр, кашни пусне тар юхтарса ĕçлесе илмелле-çке. Халăхран пухнă укçапа халăх валлиех усă кураççĕ коммунальщиксем: юсав ĕçĕнче, тирпей-илем, хăтлăх кÿрес тĕллевпе... Сăмахран, уйрăмах хĕлле вĕсем миçе тăваткал метр кантăк лартмаççĕ-ши; Малтан вырнаçтарни вара ăçта кайса кĕнĕ тетĕр-и; Пĕрисем лартаççĕ, теприсем... çĕмĕрсе пыраççĕ.
Теприсен шутĕнче вара - эпир, пурăнмалли çурт-йĕре тытса тăмашкăн укçа тÿлекенсем. Килте хваттерте çапла хăтланмастпăр-ха эпир, подъезда тухсанах вара темшĕн “пирĕн мар” пулса тăрать. Кантăка е алăка тата ыттине те ватма алă çĕкленнĕ чух ăна юсама укçине хамăрах тÿленине темшĕн шута илместпĕр.
Паллах, кашни ĕçĕн - хăйĕн йывăрлăхĕ. Пур-пĕр пуçа усмаççĕ предприяти ĕçченĕсем. Коллектива 8 çул ĕнтĕ Виктор Николаевич Храмов ăнăçлă ертсе пырать. Вăл хăйĕнчен те, ĕçлекенсенчен те çирĕп ыйтакан ертÿçĕ. Предприяти йышĕ пĕр çемьери пек килĕштерсе, ăнланса ĕçлени, паллах, начальник ăста йĕркелÿçĕ пулнинчен килет. Ĕçе пĕлсе йĕркеленĕрен палăртни пурнăçа кĕртсе пырать. Виктор Николаевич тăрăшипе, ертсе пынипе район центрĕнче пурăнакан çынсен хваттерĕсем, предприятисем, больница... хĕлĕпех ăшă та хăтлă пулчĕç. Пĕтĕмĕшле каласан, халăх нушине ăнланакан, чи йывăр та кăткăс ыйтусене татса пама тĕрĕс çул-йĕр шыракан, хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан çын вăл. Унăн ĕçĕсене хакланă май вăл лайăх ертÿçĕ пулнине калама пулать.