Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Унăн ячĕ вилĕмсĕр

Совет Союзĕн Геройĕ Иван Васильевич Индряков çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Ытти паттăрсем хушшинче унăн чаплă та сумлă ячĕ çăлтăр пек çиçсе тăрать.

Иван Васильевич Ачкасси ялĕнче 1915 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче чухăн хресчен çемйинче çурал­нă. Ялти пуçламăш шкул хыççăн Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕреннĕ. Пурнăçĕ çăмăл иртмен унăн: 1926 çулта ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Амăшĕн ултă ачана пурнăç çулĕ çине пĕччен тăратма тивнĕ. Мĕн ачаранах Иван ĕçе кÿлĕннĕ. Пур ĕçе те юратса вĕçне çитиех пурнăçланă. Паян тумалли ĕçе ырана хăварман.

Иванăн чи пысăк ĕмĕчĕ - учитель пуласси пулнă. Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпех вăл шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Вăтам шкула ăнăçлă вĕçлесен хаклă шухăша пурнăçланă. Пĕр вăхăт хушши Красный Яр ялĕнче пуçламăш тата Мăн Этменти вăтам шкулсенче ачасене пĕлÿ панă.

1938 çулхи март уйăхĕнче И.Индрякова çар службине илеççĕ. Кĕçех вăл полк шкулĕн курсанчĕ пулса тăрать. Ăна пĕтернĕ хыççăн 1940 çулхи январь уйăхĕччен - ту-артиллери полкĕнчи 61-мĕш отделени командирĕ. Каярахпа - Мускав çар округĕн запасри артиллери полкĕн, хыççăн Рязаньти артиллери училищин курсанчĕ. Училищĕрен вĕренсе тухсан 1942 çулхи июль уйăхĕччен Хĕвел анăç фрончĕн артиллери начальникĕн офицерсен составĕн резервĕнче тăнă.

1942 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнчен тытăнса Иван Васильевич вăрçăра пулнă. Ăна 323-мĕш номерлĕ Брянскри стрелоксен дивизийĕн 1086-мĕш номерлĕ Хĕрлĕ Ялавлă стрелоксен полкĕн управлени взвочĕн командирне лартнă. 1944 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче полкри батарея командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Асăннă полк малтан - 1-мĕш Белорусси, кайран 2-мĕш Белорусси фронтне кĕнĕ.

И.Индряков ертсе пыракан батарея Белорусси çĕрне нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларас енĕпе ирттернĕ «Багратион» операцие хутшăнса уйрăмах пысăк паттăрлăх кăтартнă. Ахальтен мар унăн батарейине «хăюллисен батарейи» тесе хакланă.

Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçинче сахал мар паттăр ĕçсем туса ĕмĕр асра юлнă вăл. Уйрăмах пĕр çапăçу вăхăтĕнче унăн пултарулăхĕ палăрса юлнă. Ку 1944 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче Гомель облаçĕнчи Рогачев районĕнче пулса иртнĕ. Иван Васильевич ушкăнне нимĕçсем пур енчен те хупăрласа илнĕ. Командир пĕлсе йĕркелесе пынипе кăна батарея тăшмана аркатса Великое Лядо яла ирĕке кăларнă. 30-мĕш июньте Могилев-Бобруйск çулĕ çинче фашистсен 44 автомашинине тата 2 танкне пĕтернĕ. Иван Васильевич ертсе пыракан батарея чылай тăшмана пĕтерсе малалла ăнтăлнă. Акă, пĕр çапăçу вăхăтĕнче нимĕçсен 10 танкне тĕп тунă, чылай пурлăх туртса илнĕ. Ку вăл Нарев юханшывĕ патĕнче пулнă. Унсăр пуçне батарея Белосток, Березина, Остроленко патĕнче те чапа тухнă. Ахальтен мар И.Индрякова 1944 çулхи августăн 22-мĕшĕнче СССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе Совет Союзĕн Геройĕ ятне парса чыс тунă.

Çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн И.Индрякова “Отечественнăй вăрçăн I степень”, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсем, “Германие çĕнтернĕшĕн”, “Çарти тивĕçлĕ ĕçшĕн” “Ылтăн çăлтăр” тата ытти медальсем парса чысланă.

Иван Васильевичăн мухтавлă ячĕ çĕршывĕпех паллă. Вăл хальхи ăрури çамрăксемшĕн - паха тĕслĕх вырăнĕнче.



"Пирěн пурнăç"
16 марта 2005
00:00
Поделиться