Лицей хупăнма шутламасть
Сăмах - çăвартан тухсан - хапхаран тухать, теççĕ. Юлашки вăхăтра Етĕрнери 25-мĕш номерлĕ лицейăн районти филиалĕ пирки те хăйне евĕр сăмах çÿрет: филиал юлашки çул ĕçлет имĕш, теприсем вара - халь вĕренекенсене специальноç параççĕ те урăх йышăнмаççĕ, текелеççĕ. Хăшне ĕненмелле; Хурав шыраса районти вĕрентÿ пайне çитрĕмĕр. Унăн ертÿçи А. Тверсков çапла хуравларĕ:
- Лицей филиалĕ хупăнать тесе никам та татса каламан. Анчах та ачасен шучĕ чакса пынă пирки çитес çулсенче хăш-пĕр ушкăнсене кĕскетме тивĕ. Филиалăн хăйĕн йывăрлăхĕсем пур, паллах. Пĕлетĕр ĕнтĕ, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вĕрентÿ учрежденийĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси регионсен бюджечĕ çине куçрĕ. Çавăнпа финанс енĕпе ыйтусем çуралаççех пулĕ тетĕп.
Çапах та эпир хамăр енчен пулăшатпăр. Калас пулать, район администрацийĕн филиала сыхласа хăварас енĕпе интерес пысăк. Кунта ял хуçалăхне кирлĕ профессине илме пулать-çке. Сăмах май, филиала уçассине те В.Орлов пуçарнипе татса пама май тупнă, чылай йывăрлăхсене çĕнтерсе кирлĕ çĕрте, кирлĕ вăхăтра калаçса килĕшÿсем тунă. Етĕрнери 25-мĕш номерлĕ лицей директорĕпе В.Мартяновпа пĕр чĕлхе тупнă, укçа-тенкĕ, хуçалăх ыйтăвĕсене татса парса вĕрентÿ базине çирĕплетме пултарнă. Калаçса татăлнă тăрăх, лицей вĕрентÿ процесне туса пыма кадрсемпе, вĕрентÿ пособийĕсемпе тивĕçтерет, вĕренекенсене практикăри хăнăхтарусене ирттерме пулăшать, укçа-тенкĕпе саплаштарать.
Вĕрентмелли çуртсене хутса ăшăтас, электричествăпа тивĕçтерес тата ытти коммуналлă ыйтусене пурнăçлассине район администрацийĕ хăйĕн çине илнĕ. Пĕлтĕр акă, коммуналлă ыйтусене татса пама 130 пин тенкĕ кайнă. Кăçал та район лицей валли укçа-тенкĕ уйăрса хăварнă.
Ман шутпа, хамăр районтах çакăн пек лицей ĕçленине ырламалла, ăна упрама тăрăшмалла. Ялсенчи яш- кĕрĕмпе хĕр-упраçа хулана кайса укçа тăкакличчен район центрне çÿреме ансатрах пек туйăнать. Шутласа пăхар-ха, çĕр çинчи çĕршер профессисем хушшинче ял хуçалăхĕпе çыхăннисем тĕп вырăнта тăраççĕ-çке. Тыр-пул хăй тĕллĕнех ăнса пулмасть. Ăна çитĕнтерме ĕçчен, ăста алăсем кирлĕ. “Ĕçчен алăсене” вара тупмалла, вĕрентсе кăлармалла, ĕçлеме майсем туса памалла. Ĕç вырăнĕсем тенĕрен, вĕсене тупма çăмăлах мар паян. Пĕлтĕр акă, районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта лицейран вĕренсе тухнă çамрăксем 15-ĕн учетра тăнă, кăçал -3. Хăшĕсем центрта тăнă хушăра урăх специальность илме те ĕлкĕрнĕ.
Вĕренни вара кутамкка мар, ăна çурăм хыçĕнче йăтса çÿрес çук. Тепĕр тесен, повар-кондитер, строитель, тракторист-машинист профессийĕсем пĕртте япăх мар. Пурнăçра вĕсем паян мар-тăк, ыран кирлĕ пулма пултараççĕ. Вырăнтах анлă профессиллĕ специалист пулма май пурри, лайăх çеç.