Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

И, çăварни, çăварни, сĕтел тулли икерчи...

Çапла юрланă мĕн авалтанах Çăварни уявĕнче. Хĕл Çуркуннене парăннă чухне, пĕр эрне хушши çак çурхи праçнике лашасемпе катаччи чупса уявланă. Чăваш халăхĕ çулран-çул Хĕл ăсатăвĕ ирттерни ĕлĕкхи йăла-йĕркесене пăрахăçламаннине аван çирĕплетсе парать. Районта кăçал çак уява мартăн 6-мĕшĕнче паллă турĕç.

Вырсарни кун Хĕрлĕ Чутайри Çĕнтерÿ площадĕнче ир-ирех хаваслă юрă-кĕвĕ янăраса кăмăла çĕклерĕ, уява хăвăртрах тухма чĕнчĕ. Пĕрин хыççăн тепри вырнаçса тухнă лавккасем уява килекенсене хăйсен тĕрлĕ таварĕпе илĕртрĕç. Техĕмлĕ шашлăк, тĕрлĕ апат-çимĕç - пурте Çăварние пуçлама вăхăт çитнине пĕлтернĕнех туйăнчĕç. Карусель пĕр чăрмавсăр çаврăнчĕ, ача-пăчан савăнăçлă сасси таврара янăраса тăчĕ.

Темшĕн-çке çулран-çул çÿçеллĕ тутăр çыхнă пикесем сахаллансах пыраççĕ. Çак илемлĕ тутăра хĕрсем çыхма вăтанаççĕ-ши; Е тата урăх сăлтавсем пур;

Часах районти Культура керменĕ умĕнче культура ĕçченĕсем Хĕле ăсатса Çуркуннене кĕтсе илнипе çыхăннă сценари кăтартрĕç. Чылай хушă савăннă хыççăн Юр Пике Çуркуннене çул пачĕ.

Унтан сцена çине район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Орлов, ĕç çыннисен представителĕсем, хăнасем хăпарчĕç.

Хĕл ăсатăвĕн уявне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси членĕ, район администрацин культура управленийĕн начальникĕ З.Спиридонова, уяв уçăлни çинчен пĕлтерчĕ, пухăннисене çуркуннехи пĕрремĕш уявпа саламласа райадминистраци пуçлăхне В.Орлова сăмах пачĕ.

- Ку çула уй-хирпе фермăсенче вăй хуракансем япăх мар кăтартусемпе кĕнĕ. “Свобода”, “Коминтерн”, “Победа”, “Аккозинский”, “Путь Ильича” хуçалăхсем пирки ыррине кăна калама пулать. “Коминтерн” производство кооперативĕ сĕт суса илессипе республикăра 3-мĕш вырăн йышăнать.

Ялсенче газификаци вĕçленсе пырать, малаллахи пирĕн умра тĕллев - кашни киле шыв пăрăхĕсем кĕртесси, халăха таса шывпа тивĕçтересси. Унтан, çĕнĕрен те çĕнĕ  строительство объекчĕсене хута ярасси, çĕнĕ тата кивĕ центрсене илем кÿресси, çамрăксене ĕç вырăнĕ тупса парасси, производствăна хăпартасси... - тесе пĕлтерчĕ Валерий Гурьевич.

Малалла та кар тăрса ĕçлеме чĕнсе каланă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ пухăннисене уяв ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ.

Уява килнĕ хăнасем -  Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, районти вăрман хуçалăх ертÿçи В.Савинкин, Етĕрнери сĕт-çу завочĕн директорĕ Н.Малов, “Путь Ильича” колхоз председателĕ Ю.Яндайкин тухса калаçрĕç, пухăннисене Çăварни уявĕпе тата çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе хĕрÿллĕн саламларĕç.

Уява малалла юрă-ташă ăстисем тăсрĕç. Вĕсен пултарулăхне халăх çĕкленÿллĕ кăмăлпа курса савăнчĕ. Культура керменĕнче тăрăшакансем, Атнар, Серенкасси, Тралькасси, Мăн Этмен тăрăхĕнче пурăнакансен пултарулăхĕ пухăннисен кăмăлне кайрĕ.

Часах Çăварни уявне килнисем анлă çул хĕрне васкарĕç. Капăрлатнă лашасемпе тройкăсен чуппине курма вăхăт çитрĕ. Акă, “Путь Ильича” колхозăн тройки çинчи Юр Пикепе Хĕл Мучи çынсем умĕпе иртрĕç. Хыççăн вара лавсем... Çунасем çинче шукăль тумланнă каччăсемпе хĕрсем.  Вĕсем пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç, хаклă парнене тивĕçрĕç. Иккĕмĕш - “Искра” тăрăхĕнчен килнĕ лавсем. Вĕсем те уяв парниллĕ пулчĕç. Шел пулин те, кăçалхи уява 2 хуçалăх кăна хутшăнчĕ, тройки те “Путь Ильича” колхозран çеç. Ытти ял хуçалăх кооперативĕсен лашисем Çăварни уявне мĕншĕн тухайман-ши, сăлтавĕ мĕнре; Çак ыйтăва уява пынисенчен те илтме тÿр килчĕ. Хуравĕ вара çук.

Районти ялсенче купăс калама кăмăллакансем чылайăн пулни савăнтарчĕ. Уявра купăсçăсен конкурсне йĕркелерĕç. Пĕрин хыççăн тепри сцена çине хăпарса, тĕрлĕ çемĕсем каласа, такмаксемпе юрăсем шăрантарса халăх кăмăлне çĕклерĕç. Конкурс çĕнтерÿçи Мăн Этменте пурăнакан В.Ельмов пулчĕ, уяв парнине çĕнсе илчĕ.

Спорт ăмăртăвĕсемсĕр уяв иртет-и вара; Акă, стадионра футбол вăййисем пулчĕç. Унта 8 команда хутшăнчĕ. Район хăнисем, Шупашкарти ентешсен “Чавал” команди пурне те парăнтарса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

Çамрăксем волейболла выляса мала тухассишĕн  кĕрешрĕç. Ăнăçу мăнэтменсен енче пулчĕ.

13 метрлă шăчă çине хăпарасси çивĕч лару-тăрура иртрĕ. Ку енĕпе В.Кучекеева (лицей) çитекенни пулмарĕ.

Турник çинче туртăнакансем те йышлăн пулчĕç. К.Степанов (Хĕрлĕ Чутай) 28 хут туртăнса уяв парнине çĕнсе илчĕ.

Алă вăйне виçессипе те кĕрешÿ хастар пычĕ. Финала В.Чумаковпа (Атнар) А.Андреев (Штанаш) тухрĕç. Сăмах май, Андрей Андреев Кив Атикассинче иртнĕ Çăварни уявĕнче ку енĕпе чи вăйли пулнă. Анчах ку хутĕнче çĕнтерÿçĕ ята В.Чумаков тивĕçрĕ.

“Автан çапăçăвне” сăнама интереслĕ пулчĕ. Пăхаттирсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен вăй-халне, спорт ăсталăхне тĕрĕслесе пăхрĕç. Юлашки вăйăна Н.Катюковпа (Калкасси) А.Яковлев (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ) тухма пултарчĕç. Н.Катюкова ку енĕпе çĕнтерекенни çук-ха. Уявра та çаплах пулчĕ.

24 килограмлă кире пуканне пуринчен те нумай йăтса (106 хут) пĕрремĕш вырăна М.Прокопьев (Тури Çĕрпÿкасси) тухрĕ. Пултаруллă çамрăк, студент, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ кире пуканĕ  йăтассипе ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать. Çăварни уявĕнче Миша çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Вăл чи вăйли пулчĕ.

Ăмăртусенче тупăшнă спортсменсене пурне те укçан преми парса чысларĕç.



"Пирěн пурнăç"
12 марта 2005
00:00
Поделиться