Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ырă тĕслĕх кăтартаççĕ

Кашни çын пурнăçĕнчех çемье пысăк вырăн йышăнать. Унăн ăшшине туйса ÿсекен ачасем кăмăллăрах пулаççĕ, каярахпа хăйсем те çирĕп, килĕшÿллĕ çемье чăмăртама тăрăшаççĕ.

Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Эдуард Васильевичпа Ирина Алексеевна Романовсем пирки те çавнах каламалла. Мăшăрсем иккĕшĕ те педагогсем, хăйсен профессине чунтан парăннăскерсем, Романовсен династине малалла тăсаканĕсем.  Тен, çавăнпа та пулĕ Романовсем республикăри «Çулталăкри çемье» конкурса та хутшăнма  пултарнă.

Эдуард Васильевич  Романов 1991 çулта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула ăнăçлă пĕтернĕ. Шкулта ăс пухнă вăхăтрах районти музыка шкулĕнче баянпа калама вĕреннĕ. Анчах çамрăк музыка енĕпе мар, спорт ăсталăхне малалла туптама тĕв тунă. Çав çулах Эдуард Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕ пулса тăрать. Яштака, çирĕп хул-çурăмлă çамрăк кунта та хăйне лайăх енчен çеç кăтартать. 1995 çулта алла диплом илнĕ хыççăн, чун шкулах, тăван ене туртăннăранах, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче ОБЖ преподавателĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Педагог умри тĕллев патне çирĕп утать. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн, ачасене патриотизмла воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн çамрăка аслă категориллĕ учитель ят панă.

Эдуард Васильевичăн вĕренекенĕсем районта иртекен «Орленок», «Зарница» спортпа çар вăййисенче яланах малтисен ретĕнче. 2004 çулта Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ республикăри çамрăк армеецсен вăййисенче 4-мĕш вырăн (24 командăран) тивĕçлипех çĕнсе илнĕ. Кунта, паллах, Э.Романовăн тÿпи те пысăк. Кашни çулах Çĕнтерÿ кунĕнче районта çамрăк армеецсен парачĕ иртет. Пулас салтаксем çирĕппĕн те хăюллăн стройпа утса, хăйсем Тăван çĕршыва сыхлама яланах хатĕр пулнине кăтартаççĕ. Эдуард Васильевич ертсе пыракан ушкăн, вăл ĕçлеме пуçланăранпах, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илет. Кăтартăвĕсем савăнтараççĕ. Çавăнпа ĕçри коллектив дисциплинăна, çирĕплĕхе юратакан педагога ырăпа асăнать, вĕренекенсем те унăн урокне кăмăлпах çÿреççĕ.

Э.Романовăн мăшăрĕ, Ирина Алексеевна, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче 1993 çултанпа тăрăшать. Вăл Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта тулли мар вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Канашри педагогика училищинче пуçламăш класс учителĕн профессине алла илнĕ. Ĕç стажне Çĕмĕрле районĕнчи Саланчăкри шкул-интернатра пуçланă. Çав хушăрах куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче филологи факультетĕнче пĕлĕве анлăлатнă.

Ирина Алекссевна уроксене интереслĕ ирттерме тĕплĕн хатĕрленет, кăтарту хатĕрĕсемпе анлăрах усă курма тăрăшать. Вăл вĕрентекен ачасем районта иртекен предметлă олимпиадăсенче лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ, республика шайĕнче пулакан ăмăртусене те хутшăнма тăрăшаççĕ. И.Романова хăй те районти учительсем хушшинче иртекен конкурссене активлă хутшăнать. Акă, 2004 çулта «Çулталăк учителĕ» конкурсра пултарулăх кăтартса Ирина Алексеевна 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Эдуард Васильевичпа Ирина Алексеевна Романовсем район шайĕнчи ăмăртусене хăйсен ачисене те явăçтараççĕ. Акă, Ксения (10 çулта) хĕрнех илер. Вăл ку таранччен ашшĕ-амăшĕпе, мĕнле кăна мероприятисенче пулман пулĕ: спорт  ăмăртăвĕсем, конкурссем, концертсем... Ксения шкулта та тăрăшса вĕренет, районти искусство шкулне çÿрет, юрлама, ÿкерме юратать.

Артем ывăлĕ хальлĕхе пĕчĕк-ха, ача садне çеç çÿрет. Апла пулин те мероприятисене хаваспах хутшăнать. Ÿсĕм çăл куçĕ - ачасене мĕн пĕчĕкрен çирĕплĕхе, тĕрĕслĕхе, ĕçе хăнăхтарса ÿстернинче. Çакна лайăх ăнланаççĕ Романовсем.

Романовсен кун-çулне, ĕçне-хĕлне тишкернĕ май çакна каламалла. Педагогикăри ăсталăха туптасси, çав ăс-хакăла ачасенче калăпласси, обществăлла ĕçсемшĕн хыпса çунасси вĕсен йăхран-йăха куçса пырать. Эдуард Васильевичăн ашшĕ-амăшне илер-ха. Василий Ефимовичпа Нина Ивановна Романовсем ĕмĕр тăршшĕпех культура ĕçĕнче тимлеççĕ. Чăвашсен ырă йăли-йĕркине, юрри-ташшине манăçа кăларас марччĕ тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. В.Романов - ăста баянист, çав хушăрах ача садĕнче музыка урокĕсене ертсе пырать. Н.Романова районти ача-пăча библиотекин заведующийĕнче нумай çул хушши ĕçлет. Мăшăрсем мĕнле кăна концертсене, смотр-конкурссене хутшăнман пулĕ. Вĕсем çемье ансамблĕпе чăваш телевиденийĕ çине те тухма пултарнă.

Романовсене таврара пĕлмен çын та çук пулĕ. Нина Ивановнапа Василий Ефимовича çынпа тÿрĕ чунлă, çирĕп кăмăл-туйăмлă, вашават пулнишĕн хисеплеççĕ, ачисем те вĕсенчен ырă тĕслĕх илме тăрăшаççĕ.

Ирина Алексеевна Романован та ашшĕ-амăшĕ - аслă пĕлÿ илнĕ çынсем. Амăшĕ, Галина Константиновна Тимакова, чылай çул Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче учитель пулса ĕçлет. Пултаруллă, талантлă педагог районти вĕрентÿ пайĕн заведующийĕнче те тăрăшнă. Вăл - I категориллĕ вĕрентекен. Тăрăшулăхпа тимлĕхшĕн, вĕрентÿ ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн Г. Тимакована «Ĕçри çитĕнÿсемшĕн» медаль, «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ», «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ятсем парса чысланă.

Мĕн акатăн, çавă шăтать тенĕ пек, Василий Ефимовичпа Нина Ивановна ăслă-тăнлă, çĕршыва юрăхлă ачасем пăхса ÿстернишĕн савăнаççĕ, мăнукĕсен пултарулăхĕ те чуна хĕпĕртеттерет.

Акă, 2004 çулта Эдуард Васильевичпа Ирина Алексеевна «Районти чи лайăх çемье» конкурсра çĕнтерÿçĕсем пулнă, республикăра иртнĕ «Çулталăкри çемье» конкурса хутшăннă, япăх мар кăтартусемпе таврăннă.

Ирина Алексеевнапа Эдуард Васильевича малашне те ашшĕ-амăш ятне çÿлте тытса пыма, çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿÿ, тивĕçлĕ воспитани  парассишĕн тăрăшма ырлăх-сывлăх, телей сунар.



"Пирěн пурнăç"
26 февраля 2005
00:00
Поделиться