Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çĕр ыйтăвĕ канăçсăрлантарать

Республикăри хуласемпе районсенче çĕрпе мĕнле усă кураççĕ тата унпа çыхăннă ыйтусене татса парассипе февралĕн 24-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче çĕр ыйтăвĕпе тÿрремĕнех çыхăннă специалистсен, ЯХПК тата предприятисемпе организацисен ертÿçисен, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Ун ĕçне  ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин специалисчĕсем О.Александровпа И.Крылова тата Чăваш Республикинчи  патшалăхăн куçман пурлăхсен управленийĕн ертÿçи А.Иванов хутшăнчĕç. Семинар-канашлăва район хăйтытăмлăх ертÿçи В.Орлов ертсе пычĕ.

Çĕр ыйтăвĕсемпе çыхăннă саккунсене, çĕрпе усă курассине тата сыхлассине патшалăх çирĕп тĕрĕслесе тăнипе Чăваш Республикинчи патшалăхăн куçман пурлăхĕсен управленийĕн ертÿçи тата право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен консультанчĕ А.Иванов паллаштарчĕ. Вăл çĕр ыйтăвĕ пурне те канăçсăрлантарни, чылай вырăнта унпа кирлĕ пек усă курманни, Çĕр Кодексĕ мĕнле пурнăçланса пыни пирки каларĕ. Уйрăм граждансем хăйсене çирĕплетсе панă çĕр лаптăкĕсенчен тухса хăйсем тĕллĕн  çĕнĕ объектсем туса лартаççĕ. Ку саккуна пăсни пулать, уншăн явап тыттарни пирки асăнчĕ.

Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин специалисчĕсем çĕр ыйтăвĕ пур çĕрте те çивĕч тăни çинчен каларĕç. Олег Иванович тĕплĕнрех кадастр планĕ мĕншĕн кирли çинчен каласа ăнлантарчĕ. Кашни çĕрпе усă куракан çыннăн çĕр чиккине  палăртакан документ (документ о межевании) тата влаç органĕнчен илнĕ çĕр харпăрлăха пани çинчен ĕнентерекен йышăну кирлĕ. Кадастр палатинче документсене регистрацилеççĕ. Кадастр ĕçĕсене пурнăçланă хыççăн çĕр кадастрĕнчен çырса илнĕ хут (выписка) параççĕ. Çакă вăл кадастр планĕ пулать. План çинче харпăрлăхри çĕр пирки пур кăтартусем те пур. Çавăн чухне çеç çын çĕр лаптăкне сутма пултарать, вара суту-илÿ килĕшĕвĕ хатĕрлеме пулать. Малалла вара çул регистраци органĕсен енне выртрĕ.

Çĕр лаптăкĕ илес тата сутас текенсен саккунпа килĕшсе ĕçлемелле. Çут çанталăк ырлăхĕпе мĕнле кирлĕ çапла хуçаланмалла мар. Çĕр ыйтăвĕпе ĕçлекен специалистсем çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесех тăраççĕ, яваплисене çирĕп асăрхаттараççĕ.

Çĕр ĕмĕртен халăх пуянлăхĕ пулнă, пулать те. Юлашки çулсенче çĕнĕрен кил-çурт çавăракансене çĕр лаптăкĕсем уйăрса параççĕ. Анчах пĕтĕмпех укçалла, паллах.

Асаттесемпе асаннесен хăйсен харпăрлăхне мăнукĕсем çине куçарттарас пулсан та документсем хатĕрлемелле, вĕсене кирлĕ çĕре тăратмалла.

1990 çулсенче ял çыннисене уй-хирте хушма çĕр лаптăкĕсем валеçсе пачĕç. Çав çĕр пайĕпе чылайăшĕ мĕн тумалли пирки пуç ватаççĕ. Çĕр те хăйне пăхнине юратать-çке. Ăна сутас е пăрахăçлас пулсан каллех саккунпа килĕшсе тумалла.

Паян кашни çĕр лаптăкĕ учетра пулмалла, унпа усă курнăшăн налук пухассипе тăрăшса ĕçлемелле. Йывăрлăхсем чылай, анчах çĕрĕн хуçи пулмаллах. Вăл çĕр лаптăкĕпе тĕллевлĕ усă куртăр, пушă çĕрсем юхăнса ан выртчăр.

Министерствăран килнĕ специалистсем çĕрпе çыхăннă çивĕч ыйтусем çине хуравсем пачĕç, çĕрпе пĕлсе усă курмалли пирки чĕнсе каларĕç.

Район хăйтытăмлăх ертÿçи В.Орлов семинар-канашлăва пĕтĕмлетрĕ.



"Пирěн пурнăç"
26 февраля 2005
00:00
Поделиться