Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с Днем потребительской кооперации

Поздравление руководства района с Днем потребительской кооперации

 

Суту-илӱ сферинче ӗҫлекен хисеплӗ ӗҫченсемпе ветерансем!

Сире професси уявӗпе - Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе саламлатпӑр!

Потребитель кооперацийӗ Хӗрлӗ Чутай районӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне палӑрмаллах пысӑклатать: суту-илӳпе апат-ҫимӗҫ предприятийӗсем тата йӑлари пулӑшу ӗҫӗсен спектрӗ хастаррăн аталанать.

Ял ҫыннисен кулленхи ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫре эсир пысăк вырӑн йышӑнатӑр. Халӑха чи кирлӗ япаласемпе, апат-çимӗçпе вӑхӑтра тивӗҫтеретӗр, районти халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлататӑр.

Професси уявӗн кунӗнче сире ҫӗнӗ ӗҫ ҫитӗнӗвӗсем тума, малалла ҫирӗппӗн утма сунатпăр. Сире тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, район пурнӑҫӗнче хастаррӑн хутшăннăшăн, сирӗн пуҫарулӑхшӑн, пултарулӑхшӑн тав тӑватпӑр.

 

Район пуçлăхě                            В.И. Мурайкин

Район администрацийěн пуçлăхě                               И.Н. Михопаров



02 июля 2021
13:51
2021
Поделиться