Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства Красночетайского района с Днем России

Поздравление руководства Красночетайского района с Днем России

Хисеплě ентешсем!

Сире чун-чěререн Раççей кунěпе саламлатпăр!

Июнěн 12-мěшěнче эпир чи пěлтерěшлě уявсенчен пěрне - Раççей кунне - уявлатпăр.  Ку уяв хăйěн Тăван çěршывне юратакансене, унăн историне, халăхне хисеплекенсене, Раççей пуласлăхěшěн тата хăватне çěклессишěн тăрăшакансене пěрлештерет. Раççей кунě наци пěрлěхне тата çěршывăн малашлăхěпе хальхи вăхăтри пурнăçшăн пěрлехи яваплăха палăртать. Пирěнтен чылайăшěшěн Раççей хамăрăн пěчěк çěршывран - çуралнă, пурăнакан, ачасене ÿстерекен, ěçлекен вырăнтан -  пуçланать. Эпир хамăрăн тăван çěрпе, унта пурăнакансемпе мухтанатпăр, ăна тата хитререх тăвассишěн тăрăшатпăр.

Общество пурнăçне хастар хутшăнакансене, хăйсен кулленхи ěçěпе район аталанăвне витěм кÿрекенсене чунтан тав тăватпăр. Сирěн вăй-хăват, ěçченлěх, ăспа пултарулăх потенциалě районăн малашнехи аталанăвěпе чечекленěвěн никěсěнче тăччăр.

Çак уяв кун сире çирěп сывлăх, телей, ăнăçу, ыранхи куна шанчăклăн пăхма тата çěнě çитěнÿсем сунатпăр!

 

Район пуçлăхě                       В.И. Мурайкин

Район администрацийěн пуçлăхě                                     И.Н. Михопаров



11 июня 2021
16:49
Поделиться