Республикӑра ялсене аталантармалли Раҫҫей программи ӑнӑҫлӑ пурнӑҫа кӗрет

Унпа килӗшӳллен ҫӗр ӗҫченӗсене патшалӑх кил-ҫурт тума, ҫул сарма, тавралӑха йӗркене кӗртме пулӑшать. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен ҫынсен хӑйсен пуҫаруллӑ пулмалла. 

Кун пирки Ял хуҫалӑх министрӗ Элӗк татат Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗсенче пурӑнакансемпе тӗл пулса калаҫрӗ. Ял ҫыннисем тӗрлӗ ҫивӗч ыйтӑва хускатрӗҫ: сӗт хакӗ тивӗҫтерменни, хуҫалӑхсем юхӑнни, ҫулсем япӑх пулни тата ытти те. Ҫынсем пурӑнмалли вырӑна хӑйсем хӑтлӑлатма пултараҫҫӗ. Пӗлтӗртенпе республикӑра ялсене аталантармалли программа пурнӑҫа кӗрет. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе кашниех усӑ курма пултарать, терӗ министр.

 Алена Артемкина, Алексей Зотиков



21 мая 2021
10:50
Поделиться