Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вӑрҫӑ ветеранӗсене сума суса вӗсен ҫурчӗсем ҫине хисеп хӑмисем вырнаҫтараҫҫӗ


Германири совет ҫарӗн ветеранӗсен Хӗрлӗ Чутай районӗнчи пӗрлешӗвӗ ҫапла пархатарлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Иртнӗ ҫул вӗсем пӗрлешӳри ветерансем пурӑнакан ҫуртсем ҫине хисеп хӑмисем вырнаҫтарнӑ. Кӑҫал ҫак ырӑ пуҫарӑва малалла тӑсса вӑрҫӑ ветеранӗсене хисеп тума шутланӑ. Мишеркассинче пурӑнакан Вера Петровашӑн ҫак кун уйрӑмах савӑнӑҫлӑ пулчӗ. Германири совет ҫарӗн салтакӗсем ветерана 99 ҫул тултарнӑ ятпа саламласа вӑл пурӑнакан ҫурт ҫине хисеп хӑми вырнаҫтарчӗҫ. Вера Михайловна вӑрҫа 20 ҫул тултарсан 1942-мӗш ҫулта тухса кайнӑ. Украинӑна, Белоруҫе ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Мишеркасси хыҫҫӑн хастарсем Ҫӗнӗ Атикасси ялне куҫрӗҫ. Кунта тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин тепӗр ветеранӗ - 97 ҫулти Клавдия Ижетникова пурӑнать. Ун ҫурчӗ ҫине те хисеп хӑми вырнаҫтарчӗҫ. Унтан ветерана пӳртне кӗрсе саламларӗҫ, парнесем пачӗҫ.



ГТРК "Чувашия"
22 апреля 2021
18:36
Поделиться