Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Берёзовка ялӗнче Сергей Селивестров полковника асӑнчӗҫ

Сергей Селивестрова сума суса ял-йыш кӑна мар, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен, Мускавран тата ытти хуларан хӑнасем пухӑннӑ. 

Вӗсенчен чылайӑшӗ пирӗн ентешпе пӗрле ӗҫленӗ. Мирлӗ вӑхӑтра ҫар ҫыннин ятне урама пани сайра тӗл пулать, палӑртрӗҫ тухса калаҫакансем. Сергей Селивестров службӑна чунтан парӑннӑ ҫын пулнӑ. Вӑл Хӳтӗлев министерствин 9-мӗш управленийӗнчи пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫӗршыв мӑнаҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Шел пулин те, чӗре чарӑннине пула офицер 44 ҫулта иртнӗ ҫул пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Тӑванӗсем ун ҫинчен ӗмӗрлӗхе астӑвӑм хӑварас тесе Мускаври "Сыны Отечества" пӗрлешӗве сӗнӳпе тухнӑ.

 

Леонид Петров, Владимир Синдеев



ГТРК "Чувашия"
28 января 2021
20:10
Поделиться