Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта вӗренекенсен ушкӑнӗ Раҫҫейри ҫамрӑксен спартакиадинче чи лайӑх 5 команда йышне кӗнӗ

Вӗсем автомат салатса пуҫтарса, тӗл персе, туртӑнса тата 3 пин метра чупса ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ. 

Темиҫе пайран тӑракан ӑмӑртура хӗрлӗчутайсем ҫар хатӗрленӗвӗнче пӗрремӗш вырӑна тухма пултарнӑ. Стройпа утса тата Калашников автоматне салатса пуҫтарса иккӗмӗш пулнӑ. Ку вӑл питӗ пысӑк ҫитӗнӳ. Мӗншӗн тесен пирӗн ентешсемпе тан пӗтӗм Раҫҫейрен спортсменсемпе кадетсем тупӑшнӑ. Ӑмӑртӑва каччӑсем кашни кун хатӗрленнӗ. Тӑхтав вӑхӑчӗпе те усӑ курнӑ. Вӗсене Раҫҫей тава тивӗҫлӗ учителӗ,  Эдуард Романов тренер вӗрентсе пырать. Спартакиадӑсенче чутайсен команди тӑтӑшах малти вырӑна тухма пултарни унӑн тивӗҫӗ. 2010 ҫултанпа чӑваш каччисем 5-мӗш вырӑнран каярах пулман. 

 

Надежда Александрова, Виктор Степанов  



ГТРК "Чувашия"
10 декабря 2020
11:27
Поделиться