Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Иван МИХОПАРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ: "Тĕллев - халăхăн сывлăхне сыхласси, упрасси"

Юлашки уйăхсенче çĕршывĕпех коронавируспа чирлесси сарăлса пырать. Кунсерен пин-пин çын чирленине пĕлетпĕр. Чирлекенсен шучĕ республикăра та ỹссе пырать. Районти кăтартусем пирки район администрацийĕн ертỹçинчен Иван Николаевич Михопаровран ыйтса пĕлтĕмĕр.

- Лару-тăру йывăрлансах пырать. Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнчен çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе чирлекенсен шучĕ хушăнни самай сисĕнет. Çĕршывра эпидеми пуçланнăранпа октябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне 1 миллион та 463 пин те 306 çын коронавируспа чирленĕ. Юлашки талăкра кăна 15 пин те 971 çыннăнне коронавирус тупнă. Пĕтĕмпе 1 миллион та 107 пин те 988 çын чире çĕнтернĕ, вĕсем хушшинче 46-65 çулхисем, ачасем нумайрах. Пĕтĕмпе 25 пин те 242 çын вилнĕ. Октябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне республикăра çак амакпа 9384 çын чирленĕ. 7812 çын сывалнă пулсан, 122-ĕн вилнĕ. Кунсерен чир вăтамран 50 яхăн çынна ураран ỹкерет.

Районти кăтартусем те савăнтармаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 182 çыннăнне коронавирус тупса палăртнă, 172-шĕ сывалнă. Вĕсенчен пурте вăраха кайнă чирпе нушаланнă, коронавирус вара вилĕме çывхартнă. Паянхи куна районта пурăнакан тăватă çын коронавируспа чирлет: иккĕшĕ стационарта сипленеççĕ, иккĕшĕ - амбулатори мелĕпе. Куратăр ĕнтĕ, чир ытларах ваттисене пурнăçран уйăрать. Çавăнпа та вĕсене халăх йышлă пухăнакан вырăнсене сахалрах тухса çỹреме сĕнес килет. Аслă ỹсĕмрисем самоизоляци йĕркине пăхăнсан лайăхрах пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсем хăрушлăх ушкăнне лекеççĕ. Ĕçлекен ватăсене чиртен сыхласа хăварас тесе килте ларма ирĕк панă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев июль уйăхĕн 27-мĕшĕнче алă пуснă хушăвĕпе килĕшỹллĕн, ĕçе çỹрекен 65 çултан аслăрах çынсем килте ларма пултараççĕ. Уншăн вĕсене укçа тỹлĕç. Килте лармалли вăхăт октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче пуçланнă. Вăл хальлĕхе ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырĕ. Кайран эпидеми лару-тăрăвне шута илсе çав вăхăта тата тăсма та пултарĕç.

- Районта хăрушсăрлăх мерисене пăсакансем пур-и? Ку енĕпе тĕрĕслевсем пыраççĕ-и?

- Паянхи куна район территорийĕнче 11 мобильлĕ ушкăн хăрушсăрлăх мерисене пăхăннине тĕрĕслет. Вĕсенчен 10-шĕ ял тăрăхĕсенче ĕçлет: пĕри - район центрĕнче. Район центрĕнчи мобильлĕ ушкăн виçĕ çынран тăрать: полици, роспотребнадзор тата райадминистраци ĕçченĕсенчен. Маска тăхăнманнисем, социаллă дистанци тытманнисем çук мар. Июль уйăхĕччен 20 çын тĕлĕшпе протокол çырнă. Уйрăмах çынсем республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн 2020 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнчи 166 номерлĕ хушăвĕн 2-мĕш пунктне пăсни палăрать. Октябрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа хăрушсăрлăх мерисене пăснă пирки те протокол çырнă тĕслĕхсем пур: Атнар тăрăхĕнчи В.Горбушкинăн, Мучикассинчи, Иккĕмĕш Хурашашри, "Пятерочка" лавккасене, "Уют" кафене çынсем маскăсăр кĕнĕ.

Çакна та палăртмалла, ку енĕпе мобильлĕ ушкăнсемсĕр пуçне полици ĕçченĕсем хăйсем уйрăммăн кунсерен çỹреççĕ, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче тĕрĕслевсем ирттереççĕ, коронавируспа кĕрешмелли регламента пăхăннине çирĕпрех тĕрĕслеççĕ. Обществăлла вырăнсенче маска тăхăнманнисене малтанлăха асăрхаттараççĕ, унтан штрафлама тытăнĕç. Лару-тăру йывăрлансах пынине шута илсе мобильлĕ ушкăнсем уйрăм çынсенчен те, предприяти ертỹçисенчен те малашне тата çирĕпрех ыйтĕç. Шел пулин те, айăплисем тĕлĕшпе протокол çырма та тивĕ. Çавăнпа та район çыннисене яваплăрах пулма ыйтатăп, хăрушсăрлăх мерисене пурин те пăхăнмаллах.

Пирĕн тĕллев - ытларах протокол çырасси мар, халăхăн сывлăхне сыхласси, упрасси. Çавăнпа та çак тапхăрта хỹтĕленес тесен чи малтанах халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче, лавккасенче маска, перчетке тăхăнмалла. Ку кашнинех пырса тивет. Обществăлла транспортра та хỹтĕлев мерисене пăхăнмалла. Обществăлла вырăнсенче 1,5 метр дистанци тытмалла. Сăмаха вĕçленĕ май пурне те сывлăх сунатăп, хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр.

А.ОРИНОВА. 



Районная газета "Наша жизнь"
23 октября 2020
09:29
Поделиться