Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Яланах тӑван ҫӗре тата халӑха юратса ӗҫленӗ вӑл

Паллӑ патшалӑх деятелӗ Петр Ивантаев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 20 кун иртрӗ. Ӑна сума суса унӑн тус-юлташӗсемпе пӗлӗшӗсем вӑл ҫуралса ӳснӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнче асӑну каҫне пуҫтарӑнчӗҫ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сурӑм ялӗнче кун ҫути курнӑ Петр Ивантаев ку тӑрӑхри халӑхшӑн тахҫанах турӑш вырӑнӗнче. Вӑл пурнӑҫран уйрӑлни вара мӗн пур чӑвашшӑн пысӑк ҫухату. Петр Васильевич кӗҫех 79 тултармаллаччӗ. Сумлӑ ҫулне пӑхмасӑр халӑх пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе хастар хутшӑнатчӗ. Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗн тивӗҫне пурнӑҫланипе пӗрлех агропромышленнӑҫ комплексӗн ветеранӗсен союзӗн председателӗ, ваттисен канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн хастарӗ пулнӑ. Пур ӗҫре те ҫирӗп тата тӳрӗ кӑмӑлпа палӑрнӑ. Петр Васильевича ачаран ас тӑвакансем умлӑ-хыҫлӑн сӑмах илчӗҫ. Кашниех унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе мӑнаҫланса калаҫрӗ. 

 

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев



ГТРК "Чувашия"
09 октября 2020
10:24
Поделиться