Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чир ертес марччĕ

Кĕрхи кунсем çитнĕ май çанталăкĕ те улшăнсах тăрать. Çавна май пурин те хăйсен сывлăхне тимлĕх уйăрмалла. ОРВИ-пе грипп кăна мар, коронавирус инфекцийĕ те кашнинех çулăхма пултарать. Республикăра кунсерен 30 çынна яхăн çак чирпе чирленине тупса палăртаççĕ. Ăна пула вилекенсен шучĕ те 100 çитрĕ ĕнтĕ.

Юлашки кăтартусемпе районта паянхи куна коронавируспа 177 çын чирленĕ. Сентябрь уйăхĕнче кун пек тĕслĕх районта иккĕ пулнă - 15-мĕшĕнче тата 27-мĕшĕнче, октябрĕн 7-мĕшĕнче - пĕр тĕслĕх. Ытларах ватăсем чирлеççĕ. Вĕсемпе хутшăннă çынсем татах пулма пултараççĕ-ха. Хăшĕ-пĕрисен чир çăмăллăн иртме пултарать. Çавăнпа та ỹслĕк, температура пулсан, сывлав органĕсем япăх ĕçлесен çийĕнчех медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтмалла.

Хисеплĕ район çыннисем, коронавирусăн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ тесе хăвăра ирĕклĕрех туйма ан пуçлăр. Обществăлла вырăнсенче хỹтĕлев мерисене пăхăнма ан манăр. Обществăлла транспортра тата лавккасенче маска тăхăнмаллине асра тытăр. Ку енĕпе тĕрĕслевсем пыраççĕ, малашне те пулĕç. Октябрĕн 6-мĕшĕнче мобильлĕ ушкăн хăрушсăрлăх мерисене пăхăннине вокзалта тĕрĕсленĕ ĕнтĕ. Ку енĕпе лавккасенче те тĕрĕслевсем иртеççĕ. Çавăнпа та халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче маскăсем тăхăнма ан манăр. Хăрушсăрлăх мерисене пăхăнманнисене асăрхаттарнисĕр пуçне штрафсем кĕтеççĕ.

Пандеми вăхăтĕнче уйрăмах ватă çынсен самоизоляци йĕркине пăхăнмалла, мĕншĕн тесен чир çак ỹсĕмрисене ăнсăртран ураран ỹкерме пултарать. Май пур таран çынсем йышлă çĕре тухмалла мар. Паллах, лавккана тухмасăр май çук. Кун пек чухне тăвансенчен, пĕлĕшсенчен пулăшу ыйтсан аванрах пулĕ. Пирĕнтен кашнийĕнех сывлăхăмăршăн хамăр яваплине ăнланмалла, хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмаллине асра тытмалла.

А.ВАСЮКОВА. 



Районная газета "Наша жизнь"
09 октября 2020
10:37
Поделиться