Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

"Хĕвел" - тĕслĕхлĕ ача сачĕ

Хĕрлĕ Чутай салинчи "Хĕвел" ача сачĕ Пĕтĕм Раççейри "Тĕслĕхлĕ ача сачĕ" смотр-конкурсра çĕнтерсе çĕршыври чи лайăх 1000 ача сачĕ йышне кĕме пултарнă. Мероприятие пурĕ 48791 учреждени хутшăннă, вĕсенчен чи лайăх пĕр пин ача садне суйласа илнĕ.

Ача сачĕсене пĕчĕккисен сывлăхне çирĕплетессипе тата вĕсене ăс-тăн, пултарулăх енчен аталантарассипе мĕнле ĕçленине кура, çемьесемпе çыхăнса ĕçленине пăхса хакланă.

Июлĕн 9-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев "Хĕвел" ача сачĕн ертỹçине Алена Васильевана смотр-конкурсăн çĕнтерỹçин медалĕпе грамотине парса чысланă.

А.КАРПОВА. 



Районная газета "Наша жизнь"
17 июля 2020
11:28
Поделиться