Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Райпо ỹсĕм çулĕпе малалла утать

Кашни çулах июлĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче Раççей кооператорĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Хĕрлĕ Чутай райповĕ те уява савăнăçлă лару-тăрура паллă тăвать.

Хĕрлĕ Чутай райповĕ - нумай отрасльлĕ хуçалăх. Вăл 308 çынна ĕçпе тивĕçтерет. Пĕтĕм Раççейри, республикăри экономика конкурсĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Пĕрремĕш квартал кăтартăвĕ семпе обществăлла апатланăва, производство ĕçне аталантарнăшăн, çăкăр туса кăларнăшăн пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Çавăн пекех потребитель обществисем хушшинче пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарнăшăн иккĕмĕш, çĕрулми пухнăшăн, алкогольсĕр сĕткенсем туса кăларнăшăн виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Уяв чыславсăр пулмасть. Район тытăмĕнче кăтартуллă ĕçлесе пыракансем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçнĕ. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, Чăваш Республикин потребкооперацине аталантарассине тỹпе хывнăшăн "Четайское" ТЯО тĕп бухгалтерĕ Елена Александровна Палейкина Раççей Федрацийĕн Центросоюзĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Арайкассинчи лавкка заведующине Вера Васильевна Куличевана "Раççей федерацийĕн потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ" хисеплĕ ят панă. "Чăваш Республикин потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ" ята тивĕçнисем: 1-мĕш номерлĕ гастроном сутуçи Лидия Ивановна Семгайкина, "Четайское" ТЯО бухгалтерĕ Альбина Михайловна Хохлова, лавкка заведующийĕ Марина Викторовна Смирнова, "Четайское" ТЯО тĕп инженерĕ Александр Николаевич Хозайкин. Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотине Николай Федорович Шуськин водитель, "Универмаг" ТЯО сутуçи Надежда Петровна Маркова, Ираида Анатольевна Терентьева, Марина Валерьевна Хозайкина тата Елена Павловна Майорова лавкка заведующийĕсем тивĕçнĕ. Чăвашпотребсоюз Канашĕн Тав сăмахне "Четайское" ТЯО закройщикĕ Зоя Александровна Картмасова, кунти производство заведующийĕ Ираида Леонидовна Патрикеева, лавкка заведующийĕ Светлана Валерьевна Тарасова тата Галина Николаевна Таерова склад заведующийĕ илме тивĕç пулнă. Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине Маргарита Валерьевна Ульянова лавкка заведующине кĕртме йышăннă. 



Районная газета "Наша жизнь"
04 июля 2020
11:44
Поделиться