Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хӗрлӗ Чутайра Республика Кунӗ тӗлне тирпей-илем кӗртеҫҫӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Республика кунне Шупашкарпа танах пӗр-пӗр районта уявласси йӑлана кӗнӗ. Ку е вӑл муниципалитета ӑнсӑртран мар, конкурс йӗркипе суйлаҫҫӗ. Кӑҫал ҫак чыса хӗрлӗчутайсем тивӗҫнӗ. 

Чутайсем тӗп уява мӗнле кӗтсе илме хатӗрленнине яваплӑ ведомствӑсем асӑрхасах тӑраҫҫӗ. Культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова районти культура ҫуртне тата таврапӗлӳ халӑх музейне ҫитсе курчӗ. Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ ӗҫ-пуҫа кунта пӗлтӗрех хатӗрленме пуҫланӑ. Музея 7 миллион тенкӗлӗх ҫӗнетме тытӑннӑ. Культура ҫурчӗн таврашӗ те тӗпрен улшӑнмалла. 

 

Алиса Александрова, Олег Цыпленков 

 



ГТРК "Чувашия"
28 мая 2020
10:18
Поделиться