Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хăтлă çĕрте пурăнма та лайăх

Мĕн туни çинче чарăнса ларас марччĕ, хамăр пурăнакан вырăна малалла та хăтлăлатасчĕ

Çулсеренех районта обществăлла инфратытăма аталантарас ыйтăва тимлĕх уйăраççĕ. Ку енĕпе юлашки çулсенче пуçарулăх çинче никĕсленнĕ бюджетпа усă курни чылай çăмăллăх кỹрет. Райадминистрацин экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал район территорийĕнче пуçаруллă бюджетпа усă курса пĕтĕмпе 72719,9 пин тенкĕлĕх 64 проект пурнăçа кĕртмелле. Вĕсенчен 58175,6 пин тенки республика бюджетĕнчен, 8861,8 пин тенки - вырăнти бюджетран, 5682,5 пин тенки - халăхăн тата юридици сăпачĕсен укçи.

Çак проектсемпе мĕн тума шутланине пăхса тухар-ха. Акă 35 проекчĕ çул юсассипе çыхăннă. 10 проекчĕпе ача-пăча вылямалли площадкăсем тума палăртнă. Шыв сечĕсен юсавне тума 5 проектпа пăхса хунă. Çăвасене, палăксене хăтлăх кỹрес тата пĕвесем тасатас енĕпе виçшер проект пурнăçланмалла. Кану вырăнне хăтлăлатма, арман тата обелиск тума, урамри хунарсене тата çи витти улăштарма пĕрер проект хатĕрленĕ.

Ял тăрăхĕсемпе кашни миçешер проект хатĕрленине пăхса тухсан çакăн пек ỹкерчĕк палăрать: Ачкасси, Тралькасси, Мăн Этмен, Хусанушкăнь тата Штанаш ял тăрăхĕсен администрацийĕсем кăçал пилĕкшер проект пурнăçласшăн. Атнарпа Пантьăк вуншар проект пурнăçа кĕртме планланă. Хĕрлĕ Чутай вара тăватă, Питĕркасси çичĕ, Кив Атикасси сакăр проект пурнăçлас тĕллевлĕ.

Майăн 21-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 5428,1 пин тенкĕлĕх 13 проекта пурнăçа кĕртнĕ те ĕнтĕ. Вĕсене тĕплĕнрех асăнса тухар-ха:

. Шулю ялĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене асăнса палăк лартнă;

. Красный Яр тата Кишлĕ ялĕсенче çăва картисене тытнă;

. Урикассинче (Атнар ял тăрăхĕ) тата Кишлĕ ялĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене халалласа асăну мемориалĕсене вырнаçтарнă;

. Тралькассинче обелиска хăтлăх кĕртнĕ;

. Хурапырти Тĕп, Утаркассинчи Заречная, Пухтанкассинчи Буденный, Пантьăкри Ульянов урамĕсенчи тата Хватукассинчи çăва патне каякан çула юсанă;

. Сĕнтĕкçырминче ачасем валли спортпа выляв площадки вырнаçтарнă;

. Хурашашра "Çил арманĕ" символ туса лартнă.

Хальхи вăхăтра вара Туканаш ялĕнче Сад тата Кĕпер урамĕсенче çул юсаççĕ.

Куратăр ĕнтĕ, пуçарулăх çинче никĕсленнĕ бюджетпа чылай ĕç пурнăçлама май пур. Кунта ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнти халăхпа канашласа, пĕр шухăшлă пулса ĕçлени кăна кирлĕ. Тумалли вара пур çĕрте те туллиех. Апла пулсан туни çинче чарăнса ларас марччĕ, ырă шухăш-тĕллевпе малаллах талпăнса ял-салари пурнăçа хăтлăлатсах пырасчĕ.

Н.МИДАКОВА. 



Районная газета "Наша жизнь"
22 мая 2020
13:50
Поделиться