Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ял тăрăхĕсен пултарулăхĕ - "Инстаграмра"

Çулсерен апрель уйăхĕнче эпир районти Культура центрĕнче "Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать!" ятпа иртекен гала-концерта пуçтарăнаттăмăр, ял тăрăхĕсен пултарулăхне курса савăнаттăмăр. Кăçал вара коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пула массăллă мероприятисем ирттерме чарнă. Анчах та ку лару-тăру культура ĕçченĕсем ахаль ларнине пĕлтермест. Вĕсем кашни хăйĕн ял тăрăхĕнчи Культура çурчĕн сцени çине тухса уйрăм номерсене видео çине ỹкерсе илеççĕ. Унтан çак видеосене социаллă сете лартаççĕ.

Ял тăрăхĕсенчи тата районти Культура çуртĕнчи артистсем юрланине, сăвă каланине е тата ташланине те "Нумай функциллĕ культура центрĕ" хăйтытăмлă учрежденин "Инстаграм" социаллă сетьри аккаунтĕнче (au_mfks_krchetai) курма пулать. Вырăнти артистсен пултарулăхне сăнлакан видеосене кунта апрель вĕçĕчченех лартса пырĕç. Палăртмалла, çак видеосене ятарлă жюри хаклĕ.

Пур артиста та пĕрле пухакан гала-концерт хăçан пуласси вара хальлĕхе паллă мар. Лару-тăру лайăх енне улшăнсанах эпир ял тăрăхĕсен пултарулăх ушкăнĕсем сцена çине тухса ташланине, юрланине курса савăнăпăр. Хальлĕхе вара килте лармалли режимпа усă курса артистсене интернет урлă пăхса савăнăпăр.

А.КАРПОВА. 



Районная газета "Наша жизнь"
24 апреля 2020
08:37
Поделиться