Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Владимир ПУТИН: "Ĕçлемелле мар кунсем апрелĕн 30-мĕшĕччен тăсăлаççĕ"

Апрелĕн 2-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин телевиденипе тухса калаçрĕ, çĕршывра коронавирус инфекцийĕн эпидемийĕ чакманнине кура ĕçлемелле мар кунсене апрелĕн 30-мĕшĕччен тăсмаллине каларĕ. Палăртмалла, çак кунсемшĕн ĕç укçи упранса юлать. Кун пирки çĕршыв ертỹçи ятарлă Указ кăларнă.

Енчен те лару-тăру лайăх енне улшăнсан, ĕçлемелле мар кунсем апрелĕн 30-мĕшĕччен пымасан та пултарĕç - кун пирки Президент хăй йышăну тăвĕ.

Унпа пĕрлех Президент кашни регионăн коронавирус сарăлассине хирĕç кĕрешнĕ май хушма мерăсем йышăнмаллине пĕлтерчĕ.



Районная газета "Наша жизнь"
03 апреля 2020
08:52
Поделиться