Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ăс-хакăлне те, вăй-халне те тĕрĕслеççĕ

Республикăра январĕн 23-мĕшĕнчен тытăнса февралĕн 23-мĕшĕччен оборонăпа массăллă тата спорт уйăхлăхĕ пычĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче республикăра, çав хушăра районта та, ачасене патриотла воспитани парассипе çыхăннă тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.

Февралĕн 22-мĕшĕнче шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин республикăри тапхăрĕ те вĕçленнĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи салтак çулне çитмен çамрăксем уйăхлăх шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнма та, олимпиадăра хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме те ĕлкĕрчĕç.

Олимпиадăра палăрнă

Февралĕн 7-8-мĕшĕсенче Шупашкарта физкультурăпа шкул ачисен олимпиади иртнĕ. Чи малтанах ачасем Çĕнĕ Шупашкарти техникумра теорипе методика турĕ витĕр тухнă, унтан Олимп резервĕн шкулĕнче çăмăл атлетика енĕпе тупăшнă, хыççăн Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче гимнастикăпа практика турĕ иртнĕ.

Олимпиадăна хутшăнса Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Егор Секайкинпа Федор Ябыков призерсен шутне кĕме пултарнă. Çак сăмахсем хыçĕнче - ачасен тата вĕсен вĕрентекенĕн кулленхи хатĕрленĕвĕ, тăрăшулăхĕ, чăтăмлăхĕ. Физкультурăпа олимпиадăра мала тухас тесен вăй-хал аталанăвĕ кăна мар, ăс-хакăл аталанăвĕ те пулмалла, мĕншĕн тесен теорипе олимп вăййисен, спортпа физкультура аталанăвĕн историне пĕлмелле. Çакна валли чылай кĕнеке шĕкĕлчемелле (сăмах май, кирлĕ литературăна Эдуард Романов физкультура учителĕ ачасене ятарласа тупса парать), кирлех пулсан, интернетра та информаци шырамалла.

Егорпа Федор иккĕшĕ те олимпиадăна февраль уйăхĕччен чылай маларах хатĕрленме пуçланине калаççĕ. 8-мĕш класра чухне вĕсем район шайĕнчи олимпиадăна хутшăннă (саккăрмĕшсен олимпиада республика шайĕнче иртмест), унтан 9-мĕш класра республикăри тапхăра хатĕрленнĕ, хăйсен йăнăшĕ-сене тỹрлетнĕ, опыт пухнă. Кулленхи тĕплĕ хатĕрленỹ хăйĕн çимĕçне панă - кăçал яшсен кăтартăвĕсем лайăххисенчен пĕрисем пулса тăнă.

Хуть те мĕнле тĕплĕ хатĕрленсен те хумханмасăр пулмасть пулĕ. Егор хăй гимнастика енĕпе ытларах хумханнине палăртать. Федор вара çăмăл атлетика тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче пăлханнине калать. "Анчах та пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртрĕ. Чи лайăх кăтартусем туса çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçеймерĕмĕр пулсан та хамăра тивĕçлĕ шайра кăтартса патăмăр тесе шутлатăп", - тет Федор Ябыков.

 "Ачасем ỹсрĕç, тăрăшса, тĕплĕн хатĕрленчĕç, хăйсене мĕн кĕтнине ăнланса йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхрĕç, малашлăха шанчăклăрах пăхма пуçларĕç", - тет Эдуард Романов хăйĕн вĕренекенĕсемпе хавхаланса.

Республика пуçлăхĕн стипендиачĕ

Туктамăш ялĕнче пурăнакан, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 10 Б класра вĕренекен Егор Секайкин физкультурăпа иртнĕ олимпиадăна хутшăнса палăриччен те тĕрлĕ ăмăртусенче çитĕнỹсем тунă. Ишессипе вăл тăтăшах район тата республика шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнать. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн салтак çулне çитмен çамрăксен командипе пĕрле вăл пĕлтĕр республикăра иртнĕ Спартакиадăна хутшăннă. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр Эдуард Романов ертсе пыракан команда чи çамрăккисенчен пĕри пулнине пăхмасăр пĕтĕмĕшле кăтартусемпе республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, çар хатĕрленĕвĕпе, пневматикăллă винтовкăран персе тата виçĕ пин метр чупса вĕсем пĕрремĕш пулчĕç. Сăмах май, команда Спартакиадăна кăçал та хутшăнас тĕллевлĕ, пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ вĕсем.

2019 çулта Егор шкул команди йышĕнче çуллахи полиатлон енĕпе иртнĕ чемпионата хутшăнса пĕрремĕш спорт разрядне пурнăçланă.

Аван вĕреннĕшĕн, спортра çитĕнỹсемпе палăрнăшăн Егор кăçал республика Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине илсе тăрать.

Палăртмалла, Егор пулас профессине çарпа çыхăнтарас ĕмĕтлĕ. Кунта ним тĕлĕнмелли те çук ĕнтĕ - пĕр енчен, шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вăл салтак çулне çитменнисен спартакиадисене тăтăшах хутшăнать, тепĕр енчен, унăн камран тĕслĕх илмелли пур - Костя пиччĕшĕ хальхи вăхăтра Рязаньти сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищинче вĕренет.

Винтовкăран тĕл перет

Республикăра иртекен оборонăпа массăллă тата спорт уйăхлăхĕ шайĕнче февралĕн 13-15-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççей ДОСААФ-ĕн регионти уйрăмĕн спорт клубĕнче тĕл перессипе республикăри ăмăрту иртнĕ. Унта пурĕ салтак çулне çитмен çамрăксен 48 команди (240 çын) хутшăннă, вĕсем пĕчĕк калибрлă винтовкăран персе тупăшнă.

Асăннă ăмăртусене Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди те хутшăннă, ăна Эдуард Романов хатĕрленĕ. Команда йышĕнче Егор Секайкин, Федор Ябыков, Никита Канцеляров тата Мария Аливанкина пулнă. Унсăр пуçне Игорь Князьков харпăр хăй кăтартăвĕнче ăмăртнă.

Шел те, хальхинче хĕрлĕчутайсене команда ăмăртăвĕнче ăнăçман, тен, çамрăксем кун пек тупăшăва пĕрремĕш хут хутшăнни те витĕм кỹнĕ. Анчах та 10-мĕш класра вĕренекен Никита Канцеляров 89 очко пухса харпăр хăй кăтартăвĕпе республика шайĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă (пĕрремĕш вырăна Шупашкарти кадет корпусĕнче вĕренекен тухнă).

Никита пирки вăл хăйĕн вĕрентекенне тивĕçлĕ вĕренекен тесе калас килет: Эдуард Романов "Отличный стрелок" ята республикăра чи пĕрремĕш тивĕçнĕ, аслисем хушшинче районта кун пек ята тивĕçнисем хальлĕхе урăх çук. Никита Канцеляров вара "Отличный стрелок" ята çитес вăхăтрах тивĕçмелле - кăçалтан ку хисеплĕ ята çамрăксене те пама пуçлаççĕ. Çапла майпа Никита винтовкăран тĕл перессипе палăрса "Отличный стрелок" ята тивĕçнĕ районти чи пĕрремĕш çамрăк пулĕ. Республикăра та вăл ку енĕпе малтисенчен пĕри. Эдуард Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра Никитăна асăннă спорт ятне парассипе документсем хатĕрлес ĕç пырать.

Алина Карпова.



Районная газета "Наша жизнь"
28 февраля 2020
08:33
Поделиться