Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Район хаçачĕ илемлĕ тухтăр тесе тăрăшать

Январĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă уяв иртрĕ. Савăнăçлă мероприятие пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

Хăйсен ĕçĕнче тăрăшулăхпа палăрнă журналистсем, хаçатçăсем уявра тĕрлĕ наградăсене тивĕçрĕç. Палăртма кăмăллă, "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн дизайнерĕ Светлана Петрова массăллă информаци хатĕрĕсен сферине пĕлтерĕшлĕ тỹпе хывнăшăн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Светлана Ильинична район хаçачĕн редакцийĕнче 17 çул ытла тимлет. Вăл райхаçата илемлĕ, вулакана килĕшмелле калăпласа кăларассишĕн, унăн дизайнне лайăхлатассишĕн тăрăшать. Хаçат страницисенчи материалсене, сăнỹкерчĕксене пĕлсе вырнаçтарасси те унăн тивĕçĕ. Светлана Петрова хăйĕн ĕçне пĕлсе, яваплăха туйса пурнăçлать.

Ĕçтешĕмĕре Хисеп грамотипе наградăланă ятпа саламлатпăр, малашне те ĕçре çитĕнỹсем тума сунатпăр.

А.КАРПОВА. 



Районная газета "Наша жизнь"
24 января 2020
11:45
Поделиться