Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

"Районти культура учрежденийĕсем - лайăххисен йышĕнче"

- 2020 çула эпир ырă хыпарпа кĕтсе илтĕмĕр - çулталăк вĕçĕнче ял тăрăхĕсенчи чи лайăх муниципаллă культура учрежденийĕсене тата ĕçченĕсене суйлас енĕпе пынă республика конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Палăртма кăмăллă, çĕнтерỹçĕсен йышĕнче пирĕн районти культура учрежденийĕсем те пур. "Ялти чи лайăх Культура çурчĕ" номинацире Тралькассинчи Культура çурчĕ çĕнтерчĕ, "Чи лайăх ял библиотеки" номинацире - Кив Атикассинчи вулавăш. Вĕсем кашни 150 пин тенкĕпе танлашакан хавхалантарăва тивĕçрĕç.

Аса илтеретпĕр, районти культура учрежденийĕсемпе ĕçченĕсем асăннă конкурса тăтăшах хутшăнаççĕ, пĕлтĕр чи лайăххисен шутне Питĕркассинчи Культура çурчĕ тата районти Культура çурчĕн хормейстерĕ Василий Романов, Питĕркасси ялĕн библиотекарĕ Оксана Мидушкина кĕнĕччĕ.

Александр САМСОНОВ, район администрацийĕн культура пайĕн начальникĕ.



Районная газета "Наша жизнь"
10 января 2020
09:43
Поделиться