Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

ГТО нормисене пурнăçламалли площадкăна уçрĕç

Юнкун, декабрĕн 18-мĕшĕнче, пирĕн районта та республикăри пекех Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информушкăнсем кашни ял тăрăхне çитсе вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçрĕç.

Информаци ушкăнĕсем ял тăрăхĕсене кайиччен вара пурте Хĕрлĕ Чутайри Тĕп стадиона пухăнчĕç, унта ГТО нормисене пурнăçламалли площадкăна уçнă çĕре хутшăнчĕç.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕпе "Хастар" ФСК хушшинче вырнаçнă ятарлă вырăн 315 тăваткал метр лаптăк йышăнать, унта ГТО нормисене пурнăçламалли, спортпа туслашса сывлăха çирĕплетмелли 46 оборудовани вырнаçтарнă. Ку объекта "Спорт - пурнăç норми" федераллă проектпа килĕшỹллĕн тунă, ăна валли виçĕ миллион ытларах тенкĕ тăкакланă.

Çĕнĕ спорт площадкине уçнипе çыхăннă савăнăçлă мероприятире "Хастар" ФСК-на çỹрекен Вадим Иванова, икĕ хутчен "Артекра" иртнĕ ГТО фестивальне хутшăннăскере, "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплексăн ылтăн паллине парса чысларĕç.

Хĕрлĕ хăю касса площадкăна уçнă хыççăн мероприятие пухăннисем çĕнĕ оборудование "тĕрĕслесе" пăхрĕç, вĕсем çинче тĕрлĕ хусканусем турĕç. Кунта çỹреме пуçлакансем çĕнĕ тренажерсене перекетлессе тата упрасса шаннине палăртрĕç.

Унтан Чăваш Республикин çын прависен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева ертсе пыракан ушкăн район пуçлăхĕпе Александр Степановпа, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Башкиров-па пĕрле Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхне çитрĕç, "Янтарь", "Четайское", "Заготовки" тулли мар яваплă об-ществăсенче пулчĕç, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕç, ĕç коллективĕсемпе калаçрĕç.

Ял тăрăхĕсене çитсе халăхпа тĕл пулса информушкăнсем çак темăсене сỹтсе яврĕç:

- Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн "Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешỹсенче пурăнакан граждансен пурăнмалли вырăнсен хăтлăхне ỹстересси" тата "Ачасен сывлăхне çирĕплетмелли хушма мерăсем çинчен" Указĕсем;

- "Культура" наци проектне пурнăçласси;

- РФ Ĕç кодексĕн ялта ĕçлесе пурăнакан хĕрарăмсем пирки ка-лакан пайне улшăнусем кĕртесси;

- Çĕнĕ çул тата Сурхури уявĕсене ирттернĕ вăхăтра пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси.

А.ОРИНОВА, А.КАРПОВА.



Районная газета "Наша жизнь"
20 декабря 2019
10:02
Поделиться