Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чаршав уçăлсан асам пуçланать

Ноябрĕн 11-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче районта йăлана кĕнĕ, республика шайĕнче вара кăçалхипе иккĕмĕш хут иртнĕ театр пултарулăхĕн "Асамлă чаршав" фестивале савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетрĕç. Аса илтеретпĕр, фестивале Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсене, пирĕнтен ир уйрăлса кайнă ентешсене Ирина Садовниковапа Николай Булаткина асăнса йĕркелеççĕ.

Кăçал фестивале пирĕн районти театр пултарулăхĕн коллективĕсемсĕр пуçне Çĕмĕрле, Етĕрне, Элĕк, Муркаш, Вăрнар, Красноармейски районĕсен тата Çĕмĕрле хулин артисчĕсем хутшăннă. Фестивале хупнă каç сцена çине тĕрлĕ спектакльсен сыпăкĕсемпе элĕксем, муркашсем тата вăрнарсем тухрĕç. Çак районсенчи артистсен пултарулăхĕ уяв каçне пухăннă куракансен кăмăлне кайрĕ, кашни кăтартнă сыпăк хыççăн вĕсем тăвăллăн алă çупрĕç.

"Асамлă чаршав" фестивале савăнăçлă лару-тăрура хупнă мероприятие Константин Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх драма театрĕн артисчĕсем Петр Садовников, Валерий Карпов, Иван Иванов, Александр Яковлев тата Сергей Кувшинов юрăç, "Наци радиовĕн" ертỹçи Мария Самделова хутшăнчĕç. Вĕсем фестивальте палăрнă артистсене тĕрлĕ номинацисенче чысларĕç. Çавăн пекех чыслава Чăваш Республикин Культура министерствин пай начальникĕ Инна Ильина, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, райадминистрацин культура пайĕн начальникĕ Александр Самсонов хутшăнчĕç.

Фестивале хутшăннисене икĕ енлĕ хакланă: халăх тата халăх мар театр пултарулăхĕн коллективĕсем. Жюри йышăнăвĕпе халăх театрĕсем хушшинче Муркаш районĕнчи Орининри халăх театрĕ çĕнтернĕ.

Пирĕн районти театр пултарулăхĕн коллективĕсемпе артисчĕсем те фестивальте Дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. Халăх мар театр коллективĕсем хушшинче никама та пĕрремĕш вырăн памарĕç, иккĕмĕш вырăнта - Тралькассинчи Культура çурчĕн коллективĕ, виççĕмĕш - Мишеркассинчи Культура çурчĕн коллективĕ.

"Эпизодри чи лайăх роль" номинацие Туктамăшри Культура çурчĕн театр коллективне çỹрекен Вера Жер-женова тивĕçрĕ, "Чи лайăх хĕрарăм рольне калăплакан" номинацие _ Питĕркассинчи Культура çурчĕн театр коллективĕн ĕçне хутшăнакан Оксана Коракова. Тралькассинчи театр пултарулăх коллективĕн артисчĕ Сергей Лаврентьев "Чи лайăх арçын ролĕ" номинацие тивĕçрĕ, районти Культура çуртĕнчи Çамрăксен халăх театрĕн художникĕ-спектакль лартаканĕ Анатолий Артюшкин - "Чи лайăх художник-спектакль лартакан" номинацие. Халăх мар театр коллективĕсем хушшинче Кив Атикассинчи Культура çуртĕнче тимлекен Галина Гордеевана "Чи лайăх художник-спектакль лартакан" номинаци парса чысларĕç.

Çавăн пекех халăх йăлисене тытса пырассине тата театр пултарулăх ĕçне аталантарассине тỹпе хывнăшăн райадминистрацин культура пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алина Михуткина тата Тралькассинчи Культура çурчĕн театр коллективĕ Чăваш Республикин Культура министерствин Тав сăмахне тивĕçрĕç. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, райадминистрацин культура пайĕн начальникне Александр Самсонова театр фестивальне йĕркелессине тỹпе хывнăшăн республикăри театр деятелĕсен союзĕн Хисеп хутне парса чысларĕç.

Мероприятие хутшăннисем çитес çул республика шайĕнче иртекен "Асамлă чаршав" фестивале хутшăнакансен шучĕ ытларах пуласса шаннине палăртрĕç.

А.КАРПОВА. 



Районная газета "Наша жизнь"
15 ноября 2019
14:22
Поделиться