Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пушар тип шар ан кăтарттăр

Кил-çуртра пушар тухни чылай чухне хуçисен асăрханусăрлăхĕнчен килет. Ытларах чухне пушарсен сăлтавĕ - вут-çулăмпа асăрханусăр пулни (çав шутра пирус туртнă чух та), электрооборудовани юсавсăр пулни, кăмакасемпе тата электричествăпа ăшăтмалли приборсемпе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни.

Инкек ан тухтăр тесен чи малтан пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма вĕренмелле. Çавăнпа та районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем ял тăрăхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсемпе пĕрле тăтăшах ялсенче пулаççĕ, профилактика рейчĕсем ирттереççĕ.

Акă октябрĕн 14-мĕшĕнче Штанаш ял тăрăхĕнче черетлĕ рейд иртнĕ. Ял тăрă хĕн пуçлăхĕ Светлана Ефремова, пушар асăрхав пайĕн тата профилактика ĕçĕн аслă инспекторĕ Алексей Ярабаев, Хĕрлĕ Чутайри 33-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн начальникĕ Андрей Секайкин Упукушкăнь ялĕнче тата Штанаш салинче пулнă, хуçалăхсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене мĕнле пăхăннине тишкернĕ. Çак правилăсене пăхăнман тĕслĕхсем тупăнсан вĕсене йĕркене кĕртмелли сĕнỹсем панă, кăмака мăрйисене çĕнĕрен мĕнлерех лартмаллине ăнлантарнă.

Октябрĕн 22-мĕшĕнче вара профилактика рейчĕ Серенкасси ялĕнче иртнĕ.

Профилактика ĕçĕсем ирттернин кăтартăвĕсем пур тесен те юрать - кăçал Штанаш ял тăрăхĕнче пĕр пушар та пулман (пĕлтĕр пĕр пушар пулнă), Ачкасси ял тăрăхĕнче пушарсем пĕлтĕрхинчен икĕ хут сахалтарах пулнă.

Пурĕ вара паянхи куна пирĕн районта 27 пушар тухнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 5 пушар ытларах. Вут-çулăмра кăçал та, пĕлтĕр те икĕ çын пурнăçĕ татăлнă.

Пушарсен шучĕ Хĕрлĕ Чутай тата Питĕркасси ял тăрăхĕсенче ỹснĕ. Кăçал "хĕрлĕ автан" алхаснин сăлтавĕ ытларах чухне - вут-çулăмпа асăрханусăр пулни тата электрооборудованипе усă курмалли правилăсене пăснинче. Январь-октябрь уйăхĕсенче кăçал ытларах карта-хуралтă, сарай, мунча таврашĕ (12) тата пурăнмалли çуртсем (6) çуннă.

Вут-кăварпа асăрхануллă пулмаллине манас марччĕ, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнсах тăрасчĕ.

А.КАРПОВА.

 

Çав хушăра

Пирĕн районта никам та пурăнман е усă курман çуртсемпе хуралтăсем чылай. Вĕсенче, çынсем пурăнмаççĕ пулин те, пушар тухас хăрушлăх пысăк - çакăн пек çуртсене пухăнса эрех ĕçни, пирус туртни тĕл пулать. Тепĕр чухне вара кун пек çуртсем вут-çулăма ытти çуртсемпе хуралтăсем çине куçас тĕлĕшре "çăмăллăх" кỹреççĕ.

Пушар тухас хăрушлăха сирсе ярас тесен никам та пурăнман, усă курман çуртсене кам та пулин кĕрессине чармалла. Унсăр пуçне вĕсене электричествăпа тивĕçтерессине пăрахăçламалла. Пачах та юрăхсăра тухнă, тахçантанпах усă курман кивĕ çуртсене вара пăсмалла.

Енчен те çакăн пек çуртсенче тĕтĕм тухнине е вут хыпса илнине асăрхасан пушар хуралне 01 е 101 (сотовăй телефонпа) номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле, унта çынсем пуррине сиссен вĕсене илсе тухма тăрăшмалла, май пур таран пушара сỹнтерме тытăнмалла.

Алексей ЯРАБАЕВ, пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ. 



Районная газета "Наша жизнь"
25 октября 2019
09:43
Поделиться