Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чуна парса вăй хурсан ĕçре хисеп пулатех

Паян районти ялхуçалăх ĕçченĕсем, тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Кун хыççăн кун, уйăх хыççăн уйăх иртет. Тин кăна аграрисем çуракине тухрĕç, кĕр кунĕсем те ума çитсе тăчĕç. Çак вăхăтра çĕр ĕçченĕ ырми-канми тăрăшрĕ. Паян вара ялхуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕçне пĕтĕмлететпĕр.

Ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçисем

. Кăçалхи 9 уйăх пĕтĕмлетĕвĕпе ялхуçалăх продукцине туса илессипе ытти хуçалăхсем хушшинче "Коминтерн" ЯХПК пĕрремĕш вырăна тухнă.

. 2019 çулта вырма ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕпе районти ытти хуçалăхсем хушшинче "Свобода" колхоз, пĕрчĕллĕ культурăсен кашни гектарĕнчен 31 центнер тухăç илнипе, ĕç ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

. Кăçал районти фермерсем хушшинче Юрий Евгеньевич Тибогайкин лайăх ĕçленĕ, çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. Кăçалхи вырмара мала тухса "2019 çулхи вырма чемпионĕ" ята тивĕçнĕ комбайнерсем çаксем:

. "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн комбайнерĕ Сергей Геннадьевич Мадебейкин. Вăл "Акрос-530" комбайнпа 1162 тонна тырă вырса илнĕ;

. "Свобода" колхозри Леонид Юрьевич Давыдов ("Енисей-1200" комбайнпа 609 тонна тĕш тырă çапса илнĕ);

. "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕнчи Станислав Александрович Никифоров (СК-5 "Нива" комбайнпа 778 тонна тĕш тырă çапса илнĕ).

Районти водительсем хушшинчи ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи:

. "Свобода" колхозри Сергей Николаевич Никитин. Вăл ЗИЛ автомашинăпа 1109 тонна тырă турттарнă.

Урапаллă тата гусеницăллă тракторсен тракторист-машинисчĕсем хушшинчи ĕç ăмăртăвĕнче мала тухнисем:

. "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Вячеслав Владимирович Афанасьев, вăл МТЗ-82 тракторпа 1832 условнăй эталон гектар ĕç тунă;

. "Коминтерн" ЯХПК-ри Алексей Борисович Туйманкин (ДТ-75 тракторпа 1324 условнăй эталон гектар ĕç тунă);

. "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Николай Григорьевич Виссарионов (Т-150 тракторпа 1207 условнăй эталон гектар ĕç тунă).

Кĕракинче лайăх ĕçлесе палăрнă:

. "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн тракторисчĕ Евгений Валерьевич Федоров. Вăл МТЗ-82 тракторпа 294 гектар çинче кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса хăварнă.

Механизаторсем выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте те маттур пулнă:

. "Коминтерн" ЯХПК-ри Илья Николаевич Пономарев "Полесье-850" комбайнпа 20000 тонна хытă тата сĕтеклĕ выльăх апачĕ хатĕрленипе мала тухнă.

Автомашина водителĕсен ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи:

. "Коминтерн" ЯХПК-ри Геннадий Егорович Игушкин "КамАЗ" автомашинăпа 77834 тонна-километр ĕç тунă.

2019 çулта та, пĕлтĕрхи пекех, вырма ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕпе районти хуçалăхсенчи агрономсем хушшинче "Коминтерн" ЯХПК-ри Николай Дорьянович Воронов, пĕрчĕллĕ культурăсен кашни гектарĕнчен пысăк тухăç илнипе, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансенчен (ялхуçалăх производство кооперативĕсем, колхозсем, хресченпе фермер хуçалăхĕсем, уйрăм хушма хуçалăхсем) тăрăшуллисем:

. "Коминтерн" ЯХПК-н ĕнесене машинăпа сăвакан операторĕ Галина Владимировна Сергеева - "Районти чи лайăх доярка", пĕтĕмпе 534 тонна сĕт сунă;

. "Свобода" колхозра пăрусене пăхакан Венера Юрьевна Бурина - "Районти чи лайăх пăру пăхакан", кашни выльăха талăкра вăтамран 780 грамм ỹт хуштарнă;

. "Коминтерн" ЯХПК-ри выльăхсене пăхакан Дмитрий Петрович Судеркин - "Районти чи лайăх выльăх пăхакан", талăкра вăтамран выльăхсене 1040 грамм ỹт хуштарнă;

. "Коминтерн" ЯХПК-ри Светлана Петровна Афанасьева сысна пăхакан - "Районти чи лайăх сысна пăхакан", сысна ами пуçне 21 çура илнĕ;

. "Коминтерн" ЯХПК-н сыснасене ỹт хуштаракан операторĕ Светлана Викторовна Никифорова - "Сыснасене ỹт хуштаракан районти чи лайăх оператор" ята тивĕçлĕ. Вăл талăкра вăтамран 670 грамм ỹт хуштарнă;

. Алексей Иванович Ермаков фермер пĕтĕмпе 120 тонна сĕт суса илнĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн производствине пĕлтĕрхи шайран 318 процент ỹстернĕ;

. Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи Владимир Геннадьевич Корсуновăн уйрăм хушма хуçалăхĕ 9 уйăх пĕтĕмлетĕвĕпе 11 тонна сĕт, 1,5 тонна ялхуçалăх продукцине сутнă.

Хамăр корр. 



Районная газета "Наша жизнь"
25 октября 2019
09:42
Поделиться