Телейлĕ пулма миçе пин кирлĕ?

Паянхи çамрăксем виç кун ĕçлемесĕрех шалу 200 пин илесшĕн

Нумаях пулмасть интернетра çакăн пек хыпар тăтăшах курăнма пуçларĕ: "Раççейре пурăнакансем телейлĕ пулма хăйсене миçе пин кирлине каланă". Ĕç тупма пулăшакан ятарлă Superjob интернет-ресурс кăçалхи август уйăхĕнче ыйтăм ирттернĕ иккен. 18 çултан аслăрах 2,5 пин респондентран телейлĕ пулма вĕсене мĕнле шалу кирлине ыйтса пĕлнĕ.

Вăтамран - уйăхне 161 пин тенкĕ. Ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕпе шăпах çакăн пек шалу кирлĕ иккен пирĕн çĕршывра пурăнакана хăйне телейлĕ туйма. Çав хушăрах хĕрарăмсене (138 пин тенкĕ) телейлĕ пулма арçынсенчен (181 пин тенкĕ) сахалтарах кирлĕ. Çын мĕн чухлĕ аслăрах, ăна укçа çавăн чухлĕ ытларах кирлине палăртнă ыйтăм. Тата çакă та сисĕннĕ: камăн шалăвĕ пысăкрах, ăна укçа тата ытларах кирлĕ. Калăпăр, уйăхне 30 пин ĕçлесе илекенсем телейлĕ пулма 117 пин тенкĕ кирлĕ тенĕ, 80 пин тенкĕ илекеннисем телей хакне 238 пин тенкĕпе палăртнă...

Нумаях пулмасть вара Раççейĕн Ĕç министерстви чи пысăк шалуллă ĕç вырăнне палăртнăччĕ. "Работа в России" порталта кăтартнă вакансисенчен пĕриншĕн - пулă тытакан промышленноçри оборудование юсакан механик - 430 пин тенкĕ тỹлеме шантараççĕ. Уйăхне! Кун пек механиксене тупма йывăр пулинех...

Асăннă порталтах пысăк шалу шантаракан çакăн пек вакансисем пур: сывлăш карапĕн пилочĕ тата кăмрăк туса илекен промышленноçри участок начальникĕ (330 пин тенкĕ). Сисетĕр-и: пысăк шалу илме е пĕлĕте вĕçсе хăпармалла, е çĕр айне анмалла.

Пĕлтĕр чи пысăк ĕç укçи илекеннисем çаксем пулнă: эмел препарачĕсем туса кăларакан предприятин коммерци директорĕ, консалтинг компанийĕн гендиректорĕ тата çỹлерех асăннă пулă тытакан промышленноçри оборудование юсакан механик - вĕсен шалăвĕ 2018 çулта 400 пин тенкĕпе танлашнă.

Çакăн пирки пĕлнĕ хыççăн шухăша кайрăм: манран "телейлĕ пулма миçе тенкĕ кирлĕ" тесе ыйтнă пулсан мĕн хуравланă пулăттăм-ши? Кула-кулах "миллион!" тейĕттĕм-ши?

Чăнах та, çав ыйтăм пирки интернетра вуласа пĕличчен кун пирки нихăçан та шухăшламан… "Миллион" тенĕ пулсан та, миллионĕ пĕтсен телейĕ те пĕтет пуль апла? Телее ăна укçапа виçеççĕ-ши? "Телей укçара мар, унăн виçинче", - тесе шỹтленине илтнĕччĕ-ха. Чăнах та, телей хакне мĕнле палăртмалла-ши ăна? Машина, хваттер, дача, капăр çи-пуç пуррипе-и? Çулсерен чикĕ леш енне канма кайма май пуррипе-и? Банкри нумай нольсемлĕ суммăпа-и?

"Чи кирли - сывлăх пултăр", - тени епле-ха тата? Хăв тата юратнă, çывăх çыннусем таса-сывă пулнинче, çемьере килĕшỹпе юрату хуçаланнинче марччĕ-и вара телей тени? Пурнăçра пĕтĕмпех кал-кал пулса пынинче, чунра лăпкă пулнинче мар-и?

Çынлăхпа чунлăх мĕнне манса пурнăçа ытларах укçапа хаклатпăр çав. Ачасене те çавнах хăнăхтарса пыратпăр. Нумаях пулмасть Хĕрлĕ Чутайри шкулта пулма тỹр килчĕ. Аслă классенче вĕренекенсемпе тĕлпулу иртнĕччĕ унта, сăмах ялта та харпăр хăй ĕçне пуçарса ярса çителĕклĕ пурнăçпа пурăнма май пурри пирки пычĕ. "Сире ĕçлеме пуçласан мĕнле шалу тивĕçтерĕ?" - ыйтрĕç ун чух аслă классенче вĕренекенсенчен. "Икçĕр пин!" - илтĕнчĕ тỹрех тахăшин сасси. Ыттисем кулса ячĕç.

Те пĕрле вĕренекенсене култарас тесе çапла шỹтлерĕ çав ача, те чăнах та çавăн чухлĕ шалу илесшĕн çунать?

"Хитре пурăнма чараймăн", - теççĕ халăхра. Ĕмĕтленме те чараймăн. Кам пĕлет, тен, икçĕр пин тенкĕ шалу пирки ĕмĕтленекен чăнах та çавăн пек ĕç тупĕ те. Анчах та халех, тỹрех, виç кун ĕçлемесĕрех икçĕр пин илесшĕн çунакансем çамрăксем хушшинче татах пур, кун пекки пĕр çын кăна мар. Пус çумне пус хушма, пĕчĕк шалуран пуçласа пысăкраххи патне талпăнма тăрăшмаççĕ халĕ çамрăксем, вĕсене тỹрех тата пысăккăн кирлĕ.

Такам мар, хамăр вĕрентетпĕр вĕсене çакăн пек пулма. Кам-ха хăйĕн ачине ыррине сунмасть? Хамăр "нуша" курнăран, вĕсем те пулин лайăх пурăнччăр тетпĕр мар-и? Лайăх, çăмăл пурнăç шырасах аякка яратпăр, хамăр тăрăха, района таврăнтарасси пирки шухăшламастпăр та. Мĕн тума? Мĕн пур кунта?..

Шкултан вĕренсе тухса алла диплом илнĕ хыççăн района çамрăксен миçе проценчĕ таврăнать-ши? Шутлă кăна пуль. Йĕри-тавра çаврăнса пăхăр-ха - камăн ачи яла таврăнса районта ĕçлесе пурăнать паянхи кун? Ашшĕ-амăшĕ ертỹçĕ-и е килти хушма хуçалăхра ĕçлесе пурнăçа тытса пыма тăрăшать-и - пурте ачисене хулара пурăнтарасшăн.

Çак кунсенче ăнсăртран пĕр хĕрарăм çапла каланине илтме тỹр килчĕ: "Пурнăç улшăнчĕ. Халĕ ачасем хуçа". Паянхи чăнлăха кĕскен те витĕмлĕн уçса паракан сăмахсем...

Пĕррехинче çав шкултах вăтам класри ачасенчен çапла ыйтрĕç: "Шкултан вĕренсе тухса професси илсен кам района каялла таврăнасшăн?" Пĕр ачи те аллине йăтмарĕ, пĕри те: "Эпĕ!" - темерĕ. Мĕн, ачасем хамăр тăрăхра ĕçпе тивĕçтерессипе лару-тăру мĕнле пулнине чухламаççĕ тетĕр-и? Çемьене тăрантармалăх çителĕклĕ укçа ĕçлесе илес тесе аслисем республика тулашне çỹренине курмаççĕ мар вĕсем. Пирĕн районта ялхуçалăхĕнче ĕçлекенсен уйăхри вăтам шалăвĕ 20 пин тенке яхăн кăна. 200 пин тенкĕ пирки ĕмĕтленекен çамрăксене илĕртмелли шалу мар çав ку...

Хаклă вулаканăм, сана вара телейлĕ пулма миçе пин тенкĕ кирлĕ?

Алина ИТТИ. 



Районная газета "Наша жизнь"
18 октября 2019
13:41
Поделиться