Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Курсант ятне çỹлте тытса пырать

Тумликасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн кадет класĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Мускаври Çар университетĕнче 3-мĕш курсра вĕренекен Юрий Степановпа сентябрь пуçламăшĕнче тĕл пулса калаçрăмăр. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă кун вăл хăй вĕренсе тухнă шкула килчĕ. Вăл вăхăтра ытти курсантсен çуллахи отпускĕсем вĕçленнĕччĕ ĕнтĕ. Юрăн отпускĕ вара, августра ыттисенчен каярах юлса пуçланнăран, сентябрь пуçламăшĕнче тин вĕçленчĕ...

Кадет класĕнче пухнă пĕлỹ кирлĕ пулнă

Çуллахи отпуска мĕншĕн час килейменнине Юра çапла ăнлантарчĕ: август пуçламăшĕнче вăл пĕрле вĕренекенсемпе курсантсен пысăк шайри ăмăртăвне хутшăннă. "Курсантский бросок" текен ятпа иртекен ăмăртусене аслă çар пĕлĕвĕ паракан вĕренỹ заведенийĕсен 2-4-мĕш курссенчи курсанчĕсем тата çар хатĕрленĕвĕпе тивĕçтерекен ытти аслă вĕренỹ заведенийĕсен студенчĕсем хутшăнаççĕ. Ăмăртусен Мускав облаçĕнчи Алабинора иртнĕ финалне хутшăниччен вара командăсем малтанхи тапхăрта вăй виçнĕ.

Ун чухне Çар университечĕн çичĕ çынран тăракан команди (вĕсенчен пĕри - Юрий Степанов) хăйсен çар округĕнчи 47 команда хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вара вĕсем пĕр уйăх хушши финала хатĕрленнĕ. Ăмăртусен финалне хутшăнакансен сессийĕ те иртерех пулнă, Юра ăна ăнăçлă "хупнă".

Июлĕн 10-мĕшĕнче курсантсем финала хатĕрленме Алабинона кайнă. Пĕр уйăха яхăн ирхи çиччĕрен пуçласа тренировкăсем ирттернĕ, кунне - виçĕ тренировка. Августăн 10-мĕшĕнче иртнĕ финала пурĕ çĕршыври 32 команда хутшăннă. 10 километра яхăн тăсăлакан ятарлă трассăри 20 чăрмава парăнтармалла пулнă курсантсен...

Мускаври Çар университечĕн команди çак ăмăртура 5-мĕш вырăн йышăннă. Юра хăйсен команди мала тухайманнин сăлтавĕсем çинче пит чарăнса тăрасшăнах пулмарĕ: "Хамăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех турăмăр, анчах..." Çăмăл пулман, ку паллă. Çĕнтерĕвĕсем вĕсем малалла пулĕç-ха. Анчах та çакăн пек пысăк шайри ăмăртусене хутшăнма Юрăна ахальтен суйласа илменни те пĕлтерĕшлĕ. Каччă спортпа ачаранах, шкула кайичченех, туслашнă, ку енĕпе уншăн ашшĕ, Александр Юрьевич, ырă тĕслĕх пулнă - вăл, хăй те спортпа туслăскер, ывăлне спорта юратма вĕрентнĕ. Унтан вара вăл кадет класĕнче вĕреннĕ хушăра Эдуард Романов физкультура учителĕ пулăшса ертсе пынипе тата хăй тăрăшнипе спортра çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ турĕ, хĕллехи полиатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçрĕ. Кадет класĕпе мĕнле кăна ăмăртусене хутшăнмарĕ пулĕ Юра, яланах - ăнăçлă.

Вĕренỹри тата спортри çитĕнĕвĕсене кура вăл 2017 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендине те тивĕçрĕ. Кадет класĕнче пухнă пĕлỹпе хăнăхтарусем хăйне çар университетне вĕренме кĕнĕ чух та, халĕ те, вĕреннĕ тата ăмăртусене хутшăннă вăхăтра, питĕ пулăшнине палăртать курсант.

"Тытăнтăн пулсан - çĕнтер"

"Мана Çар университетĕнче мĕн кĕтнине пĕлнĕ эпĕ", - терĕ Юрий Степанов курсант пурнăçĕ пирки каласа пама ыйтсан. Çак сăмахсем кунта вĕренме çăмăл маррине систереççĕ. Çăмăл мар пулин те Юра, чăтăмлăхпа çирĕплĕх мĕн иккенне шкулта вĕреннĕ чухнех ăнланнăскер тата çĕнтерỹ патне ăнтăлма хăнăхнăскер, университетра та çитĕнỹсемпе палăрса пырать. Ахальтен мар пулĕ вăл хăйĕн девизĕ вырăнне Америка çыравçи Эрнест Хэмингуэй каланă "Тытăнтăн пулсан - çĕнтер" ("Раз уж начал - побеждай") сăмахсене суйласа илнĕ.

Юрăпа шкулта тĕл пулнă чух вăл спортзалта хăйсен наставникĕпе Эдуард Романовпа калаçса ларатчĕ. Çавăнпа та манăн учительтен хăйĕн вĕренекенĕ пирки мĕн шухăшланине ыйтса пĕлес килчĕ.

"Манăн вĕренекенсем шкул хыççăн çарпа çыхăннă вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ илни савăнтарать, - терĕ Эдуард Васильевич. - Унта вĕренме çăмăл мар, çапах та пĕри те йывăр тесе пăрахса каймарĕ. Вĕренеççĕ, чăтаççĕ, çитĕнỹсем тăваççĕ, вĕсене уншăн хавхалантараççĕ…"

Хавхалантараççĕ тени тĕрĕсех. Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чух Юрий Степанова кĕçĕн сержант званине панă. Курсантсене звани ахальтен памаççĕ. Юрăшăн ку Рязаньте иртнĕ курсантсен Пĕтĕм Раççейри олимпиадине ăнăçлă хутшăннăшăн хавхалантарни пулнă.

Çар университетĕнче Юрăн пурĕ пилĕк çул вĕренмелле. Вăл кунта "наци хăрушсăрлăхне правăпа тивĕçтересси" специальноçе алла илет. Пурте ăнланатпăр, çарпа çыхăннă специальноçсенче вăрттăнлăхсем нумай, çавăнпа та Юрий Степанов алла диплом илсе офицер ятне тивĕçсен службăна мĕнле должноçре тăсасси пирки сăмах вакласах каясшăн пулмарĕ. Пĕр "вăрттăнлăхне" çапах та уçса парам-ха - вĕсем халĕ уголовлă, гражданлă, административлă тата ĕç прависене питĕ тĕплĕн вĕренеççĕ. Ку енĕпе виççĕмĕш курс хыççăн Мускаврах стажировкăра пуласси пирки пĕлтерчĕ Юра: "Мана активлă, пуçаруллă ĕç-хĕл килĕшет, эпĕ тĕпчеме юрататăп".

Вĕренỹре, спортра çитĕнỹсем тунипе пĕрлех канса илме те пĕлмелле. Кун йĕркине тата дисциплинăна пăсман курсантсене тăтăшах увольненисене кăлараççĕ. Ун пек чух Юра çĕршывăн тĕп хулинче вĕренекен ытти юлташĕсемпе тĕл пулса уçăлса çỹреме кăмăллать. Акă, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, халĕ Федераллă хăрушсăрлăх службин пограничниксен институтĕнче вĕренекен Кирилл Андриановпа вĕсем тăтăшах тĕл пулаççĕ (Кирилл пирки хамăрăн проектăн çитес кăларăмĕсенче çырса кăтартăпăр). Е тата тепĕр чух Мускавра вĕренекен ытти ентешсемпе те тĕл пулма май килет.

Сăмах май, Юрий Степанов вĕренекен Çар университетĕнче пĕлỹ илекен чăвашсем татах пур. Кăçал кунти финанспа экономика факультетĕнчен Кирилл Ярайкин - Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пĕлỹ илнĕ чух салтак çулне çитмен çамрăксен спартакиадине тăтăшах хутшăннăскер - вĕренсе тухрĕ. Паллах, университета вĕренме кĕрсенех ентешĕ, аслă юлташĕ кунта вĕренни Юрăшăн хăйне евĕр тĕрев пулнă.

Тĕрев тенĕрен, ăна Юра ашшĕпе амăшĕнчен туйсах тăрать. Александр Юрьевичпа Раиса Петровна ывăлĕпе телефонпа тăтăшах калаçаççĕ, май пур таран ун патне çитсе курма тăрăшаççĕ. Хăйсен çемйисене çавăрнă пиччĕшĕпе аппăшĕ те Юрăна хавхалантарсах тăраççĕ.

Каларăм ĕнтĕ, ытти курсантсем пекех Юрий Степанов тăван тăрăха отпусксене кăна килет. Çывхарса килекен хĕллехи отпускĕ Çĕнĕ çул вăхăтĕнче пулассине пĕлтерчĕ Юра. Ун чухне кадет класĕнче пĕрле вĕреннисемпе, вĕрентекенĕсемпе тĕл пуласса кĕтет курсант. Кадетсен пĕрле пухăнса хăйсем хисеплекен наставникĕпе тĕл пуласси те йăлана кĕнĕ. Çакăн пек тĕлпулусем канма, чуна уçса çунатлантарма, унтан вара малалла тата тăрăшарах вĕренме, ăнăçусем тума хавхалантараççĕ...

Автортан: Материала пичете хатĕрленĕ чух Юрий Степанов хăй çарти тăватă енлĕ ăмăртусем енĕпе (военное четырехборье) спорт мастерĕн кандидачĕн ятне хỹтĕленине интернет урлă пĕлтерчĕ. Мĕнех, Юрăна черетлĕ çитĕнỹпе саламлатпăр, курсант ятне малалла та çỹлте тытса пыма сунатпăр.

А.КАРПОВА.



Районная газета "Наша жизнь"
11 октября 2019
11:27
Поделиться