Выльӑхшӑн - усӑллӑ, хуҫалӑхшӑн - перекетлӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи "Нива" предприятире ҫӗнӗ технологипе усӑ курса сенаж янтӑланӑ. Ҫакна валли кӑҫал виҫӗ миллион тенкӗлех, ҫуррине кивҫен илсе, ятарлӑ техника туяннӑ. "Нива" хуҫалӑхра 670 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх. Юр ҫӑвиччен вӗсем ирӗкре. Ӗнесене кунсерен икӗ кӗтӳҫ асӑрхаса тӑрать. Выльӑха ферма картипе юнашар хирте ҫӳретеҫҫӗ. Пӗве те ҫывӑхрах. Паянхи куна хуҫалӑхри 200 ӗнене сӑваҫҫӗ. Пӗри талӑкне вӑтамран 17 литр сӗт парать. Кӗркунне-хӗлле чылайӑшӗ пӑру тӑвӗ, йышпа пӗрле сӑвӑм та ӳсӗ. "Нива" хуҫалӑхра ӑратлӑ выльӑх кӑна. 4 ҫул каялла сӗт нумай паракан 40 ӗне кӳрсе килнӗ. Пӗлтӗр пӗр ӗнерен вӑтамран 4 пин те 900 литр сӗт сунӑ пулсан, кӑҫал ҫак кӑтартӑва 5 пин те 500-е ҫитерме палӑртаҫҫӗ. Сӑмах май, ӗнесем ытларах сӗт пама пуҫланине туйса илнӗ кунта. Ҫакӑнта ҫӗнӗ технологипе усӑ курса сенаж янтӑлани пулӑшса пырать. Унчченхи ҫулсенче ӗлӗкхи мелпе хатӗрленине ӗнесем япӑх ҫинӗрен чылай пайӗ тислӗке кӑна кайнӑ. Кӑҫал виҫӗ миллион тенкӗлӗх сенаж хатӗрлемелли икӗ техника туяннӑ. Выльӑх апачӗ хутаҫра лайӑх упранать. Ӗнешӗн усӑллӑ витаминсем те сыхланса юлаҫҫӗ. "Нива" хуҫалӑхра пӗр кунта 200-250 тонна сенаж янтӑланӑ. Ҫӗнӗ мелпе ӗҫлени перекетлӗ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче "Нива" тата "Коминтерн" хуҫалӑхсем ӗне фермисене аталантарса пыраҫҫӗ. Сӑвӑма та ҫулсерен ӳстереҫҫӗ. Сӑмахран, иртнӗ ҫултипе танлаштарсан кӑҫал "Коминтернра" 80 тонна, "Нивара" 54 тонна ытларах сӗт сунӑ. Выльӑха хӗл каҫарма районти пур хуҫалӑх та хатӗр.

Алена Артемкина, Семен Антонов Источник: http://chgtrk.ru/news/24553



25 сентября 2019
13:23
Поделиться