Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ял ачисене аталанма пулăшакан центрсем уçăлчĕç

Сентябрĕн 24-мĕшĕнче районти виçĕ шкулта - Атнарта, Мăн Этменте тата Хĕрлĕ Чутайра - савăнăçлă лару-тăрура "Точка роста" вĕренỹ центрĕсем уçăлчĕç. Палăртмалла, çав кун асăннă центрсем çĕршывĕпех уçăлнă, вăл шутра пирĕн республикăра - 40 центр. Хальхи йышши центрсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтерме кашни шкула 1,6 миллион тенкĕ уйăрса панă.

"Точка роста" центрсене ялти шкулсенче вĕренекенсене хуларисенчен кая мар условисем туса парас тесе йĕркеленĕ. "Вĕренỹ" наци проекчĕн "Хальхи йышши шкул" федераллă проекчĕпе килĕшỹллĕн уçнă центр ачасене цифра тата гуманитари профилĕ енĕпе вĕренме пулăшать.

Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта "Точка роста" центра уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев, шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вероника Архипова, шкул ачисем, вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи "Точка роста" центр икĕ пỹлĕм йышăнать. Çĕнĕлĕх пур вĕренекене те пырса тивет, ытларах тимлĕх технологи, математика тата информатика, физкультура, ОБЖ предмечĕсем енĕпе пулĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче ку пỹлĕмсенче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Çывăх вăхăтрах кунта ЗД-принтерсем, ноутбуксем, конструкторсем, квадрокоптерсем тата ытти ятарлă техника çитме кирлĕ. Технологи урокĕсенче арçын ачасене ĕçлеме вĕрентмелли çĕнĕ инструментсем килнĕ те ĕнтĕ.

"Точка роста" центрта ачасем проектсем çырма вĕренĕç, тĕпчевсем ирттерĕç. Ачасемпе çĕнĕлле ĕçлеме шкулти пилĕк учитель ятарласа вĕреннĕ. Сăмах май, "Точка роста" центрсем уçăлнă шкулсене хушма пĕлỹ илме ытти ялсенчи ачасем те килме пултараççĕ.

А.КАРПОВА. 



Районная газета "Наша жизнь"
27 сентября 2019
13:36
Поделиться