Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пĕчĕккисене ырă кăмăлпа чун ăшшине парнелекенсем

Сентябрĕн 27-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Воспитатель тата шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекенсен кунне паллă тăваççĕ. Паянхи кун районта тăватă ача сачĕ тата шкулсенче пĕчĕккисен 12 ушкăнĕ ĕçлет. Вĕсенче шăпăрлансене ырă кăмăлпа чун ăшшине парнелесе 56 воспитатель тимлет. Пурĕ вара районта ача садне 540 ача çỹрет.

Пирĕн районти ача сачĕсенче пултаруллă та маттур, опытлă воспитательсем вăй хураççĕ, вĕсенчен пĕри - "Хĕвел" ача сачĕн воспитателĕ Татьяна Михайловна Тимкина.

Татьяна Тимкинан педагогикăри ĕç стажĕ 15 çулпа танлашать. Ача сачĕн заведующийĕ Алена Васильева Татьяна Михайловнăна лайăх, ырă, ăшă чунлă воспитатель тесе палăртать. Тăрăшуллă, пултаруллă пулнăранах пулĕ 2017 çулта Татьяна Тимкина шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен педагогсен районти конкурсĕнче "Çулталăк воспитателĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ.

Кăçал вара педагогсен çулсерен иртекен августри конференцийĕнче çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн, нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Татьяна Михайловна Тимкинана Чăваш Республикин Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç.

А.КАРПОВА. 



Районная газета "Наша жизнь"
27 сентября 2019
13:35
Поделиться