Чулхулара чӑваш культурин уявӗ иртрӗ

Чулхулари Автозавод паркӗнче наци культурин "Хӗвелҫавранӑш" фестивалӗ иртрӗ. "Культурный район" программӑпа килӗшӳллӗн хальхинче чӑваш уявӗ кӗрлерӗ. Унта Наци конгресӗн хастарӗсем те хутшӑнчӗҫ. Уяв кӑмӑл-туйӑмӗ парка пӗр пушӑ вырӑн хӑварми хӑй ытамне илчӗ. Чӑваш юрри-ташши самантлӑха та лӑпланмарӗ ҫак кун. Чулхуласем халӑх тум-тирӗн, капӑрлӑх хатӗрӗсен илемӗпе киленме пултарчӗҫ. Кунтах наци конгресӗ ҫумӗнчи ал-ӗҫ ӑстисен Ассоциацийӗнче тӑракансем чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарчӗҫ. Тепӗр лаптӑк чӑвашла ташлама вӗренес кӑмӑллисене илӗртрӗ. Фестиваль программине хатӗрлекенсем Чулхулари ачасене тӑван чӗлхепе таса та тӗрӗс калаҫма вӗрентессине те шута илнӗ. Ҫакна тума "Кала-ха" кӗнеке меслечӗ пулӑшрӗ. Антонина Андреевапа Ираида Удалова, "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитет пайташӗсем, Ҫеҫпӗл Мишшипе Бичурина халалланӑ экспозиципе паллаштарчӗҫ. Автозавод район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Нагин та уява хутшӑнчӗ. Фестивале ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗшӗн Чулхулари чӑваш наципе культурин автономийӗн ертӳҫине Алина Артемьевана тата Наци конгресӗн хастарӗсене тав хучӗсемпе чысларӗ. "Пирӗн хулара тӗрлӗ халӑх ҫынни туслӑн, хӑйсен наци пуянлӑхне упраса, ытти халӑхсен йӑли-йӗркине хисеплесе пурӑнать. Вӗсем хушшинче сӑпайлӑ та маттур, ырӑ кӑмӑллӑ чӑвашсем те", - терӗ Александр Нагин. Автозавод районӗнче уйрӑмах йышлӑн пурӑнаҫҫӗ йӑхташсем, чылайӑшӗ заводра ӗҫлет. Ҫак районтах Чӑваш наципе культура автономийӗ валли ҫурт уйӑрса панӑ. Сцена ҫинче хӑйсен пултарулӑхӗпе Хӗрлӗ Чутай районӗнчи "Шоколь", вырӑнти "Чулхула чӑвашӗсем" фольклор ушкӑнӗсем, "Сударушка", "Сувенир" ташӑ ансамблӗсем тата ыттисем те савӑнтарчӗҫ. Уйрӑм юрӑҫсемпе сӑвӑҫсем те хайлавӗсене шӑрантарчӗҫ.

Алиса Александрова, Зоя Яковлева



http://chgtrk.ru/news/24495
19 сентября 2019
13:26
Поделиться