Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Марафона хастар хутшăнтăмăр

Чăваш Енре 1995 çултанпа "Ача-лăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонĕ иртет. Пухнă укçа-тенкĕ Раççей ача-пăча фончĕн ыркăмăллăх программисене пурнăçа кĕртме каять.

Районта пурăнакансем çак ырă ĕçе çулсерен активлă хутшăнаççĕ: вĕрентỹ, культура, администраци тытăмĕнче ĕç- лекенсем, предприятисен, организацисен тата учрежденисен ĕç коллективĕсем, уйрăм предпринимательсем. Хальхинче хĕрлĕчутайсем ыркăмăллăх марафонĕн пухмачне 245353,70 тенкĕ хучĕç. Ыркăмăллăх акцине хутшăнас енĕпе хĕрлĕчутайсем малтисен йышĕнче. Республикăри хуласемпе районсем хушшинче эпир 10-мĕш пыратпăр.

Пухнă укçа-тенкĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан, шкулчченхи организацисен тата ачасен хушма пĕлĕвĕн учрежденийĕсен материалпа техника никĕсне çирĕплетме кайĕ.

И.ЖИВОЕВ, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ.



Районная газета "Наша жизнь"
13 сентября 2019
10:02
Поделиться