Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кашнине ырӑ чунлӑ пулма, ӗҫе юратма вӗрентнӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Вишенер ялӗнче пурӑнакан Римма Антонова 1-мӗш, 2-мӗш, 3-мӗш степеньлӗ "Ача амӑшӗн мухтавӗ" орденсене тата "Ача амӑшӗ героиня" хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Вӑл 16 ачана пурнӑҫ парнеленӗ. Мӑшӑрӗпе 8 хӗрпе 8 ывӑл ӳстерсе ура ҫине тӑратнӑ. Римма Ивановна уяр ҫанталӑкра кил умӗнче ал ӗҫ туса ларма кӑмӑллать. Ҫакӑ ӑна хӑй вӑхӑтӗнче шалкӑм ҫапнине парӑнтарма пулӑшнӑ. Паянхи кунччен те вӑл куҫлӑх тӑхӑнса курман - куҫӗ халӗ те ҫивӗч. Иртен-ҫӳрен хисеплӗ ватӑна сӑмах чӗнмесӗр иртсе каймасть. 16 ача ҫуратса ӳстернӗскер яланах туслӑ ҫемье пирки ӗмӗтленнӗ. Ӑна, пӗччен хӗрачана, ашшӗн пиччӗшӗ ҫитӗнтернӗ. Мӑшӑрӗ Николай Дмитриевич та ҫемьере пӗртен-пӗр ывӑл пулнӑ. Ҫавӑнпа пӗрлешсен вӗсен пӗрешкел ӗмӗт пулнӑ - пысӑк ҫемье ҫавӑрасси. Римма Ивановнан пӗрремӗш ачи - 18-та, 16-мӗшӗ 45 ҫулта чухне ҫут тӗнчене килнӗ. Килтех ҫуратнӑ. Пульницӑна кайма вӑхӑт ҫукчӗ, тет. Ялта сатик пулман - ачасене хунямӑшӗ пӑхса ҫитӗнтерме пулӑшнӑ. "Мӑшӑрпа кӑна ӳстерме йывӑртарах пулӗччӗ", - тет кинеми. Каярах аслисем кӗҫӗннисене пӑхнӑ. Ҫуртра пурин валли те вырӑн ҫитнӗ. Ачасене тӑхӑнтартма ҫи-пуҫ енчен йывӑртарах пулнӑ. Апат-ҫимӗҫ лавккран туянман - хӑйсем туса илнӗ. "Ялан ӗҫленӗ, ҫавӑнпа тутлӑ-ҫитлӗ пурӑннӑ", тет Римма Ивановна иртнине аса илсе. Мӑшӑрӗпе вырӑнти хуҫалӑхра вӑй хунӑ. Кӗркуннесерен 3 тонна ытла тырӑ илнӗ. Килте яланах 2 ӗне тытнӑ. Ачисем ӳснӗ май ватӑ асламӑшне хӑйсем пӑхма тытӑннӑ. Пурте ҫемьеленсе кил-ҫурт ҫавӑрнӑ. Кӳршӗ ялта пурӑнакан ывӑл-хӗрӗ амӑшне кунсерен тимлесе тӑраҫҫӗ. Аякри хуласенче пурӑнакансем час-часах килсе ҫуреймеҫҫӗ. Ҫуркунне Римма Ивановна 80 ҫул тултарнӑ. Ҫавраҫула уявлама пурте пухӑннӑ. Римма Ивановна ачисене ырӑ чунлӑ пулма, ӗҫе юратма вӗрентнӗ. Халӗ тӗпренчӗкӗсен хисепне, хӳттине туйса пурӑнать. Римма Антонована колхозра тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн, ачасене тивӗҫлӗ ӳстернӗшӗн чылай награда парса чысланӑ. Вӑл - Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни. "Ӗмӗр ахаль иртмерӗ. Хама телейлӗ тесе шутлатӑп", тет вӑл.

Алёна Артёмкина, Семен Антонов



http://chgtrk.ru/news/24406
11 сентября 2019
13:27
Поделиться