Хăяр тухăçĕпе савăнтарать

Вырăсушкăнь ялĕнче пурăнакан Юрий Чумаков - çĕр ĕçне чунтан парăннă çын. Вăл çăкăр хакне аван пĕлсе ỹснĕ. Вĕренсе пĕтерсе çарта пулнă хыççăн Мускавра ĕçлесе пурăннă. Анчах та ялта çуралса ỹснĕскере (ача чухне вăл Вырăсушкăнче мамаккăшĕ патĕнче тăтăшах пулнă) ашшĕн тăван тăрăхĕ хăйĕн патнех туртнă.

Юрий Владимирович инженер-физик профессине алла илнĕ, чылай вăхăт хушши микроэлектроника енĕпе вăй хунă. Самана улшăнни ăна çĕр ĕçне пуçăнма хистенĕ. Тен, çак утăма тума ашшĕпе амăшĕ те агрономсем, тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕсем пулни те витĕм кỹнĕ.

Кăçал Юрий Владимирович Кив Атикасси тăрăхĕнчи усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртнĕ, "Пелагея" кооператив йĕркеленĕ. Май уйăхĕнче çĕр лаптăкĕсене йывăç-тĕмрен тасатнă, сухаланă. Унтан, инвестор пулăшнипе, çак çĕр çинче хăяр акнă. Вăрлăха тĕплĕ суйланă - пирĕн тăрăхра лайăх ỹсекеннине, тăварлама, консервлама юрăхлине. Пахча çимĕçе теплицăра мар, уçă çĕрте ỹстернĕ. Çĕнĕ технологипе, пленка çине акнă хăяра çумкурăк пусман, апла-тăк, йăрансене çумлас ыйту та тухман.

Август уйăхĕнче вара пилĕк гектар çĕр çинче акнă хăяр тухăçне пуçтарма тытăннă. Кăçал çанталăк çумăрлă пулнăран хăяр каярах юлса çитĕннĕ, çапах та пахча çимĕçĕн малтанхи партине туянакан патне ăсатнă та ĕнтĕ.

Хăяр пуçтарас ĕçре вунă çынна яхăн тимлет пулин те ĕçлекенсем çитменнине палăртать Юрий Владимирович. Малтанах аслисемпе пĕрле ачасем те ĕçленĕ, анчах та халĕ, вĕренỹ çулĕ çывхарнă май, вĕсем ĕçе явăçаймаççĕ, чылайăшĕ хулана таврăннă.

Хăяра ятарлă техникăпа усă курса пуçтарса илес шухăш та пулнă, анчах та ăна туянма хаклă та чăрмавлă пулни палăрнă. Çавăнпа та хальлĕхе çимĕçе алăпах пуçтараççĕ.

Пахча çимĕç тухăçĕпе савăнтарать - хăяра 20 тонна яхăн пухнă. Ятарласа консервлама ỹстернĕ хăяра хамăр тăрăхра пурăнакансем кăна мар, çĕршывăн тĕп хулинче те кăмăлласах туянаççĕ.

- Çанталăк ăшăтсан хăяра сентябрьте те пуçтарса илме палăртатпăр. Ăна пĕр кун урлă пуçтарса илетпĕр - çак хушăра унăн калăпăшĕ кирлĕ шая çитет, унпа пĕрлех тутине те, пахалăхне те çухатмасть, пăхма та илемлĕ, - тет Юрий Чумаков.

Тăван тăрăха таврăнса йăнăшманнине, çĕр çинче ĕçлесси хăйне килĕшнине палăртать кооператив хуçи. Вăл çитес çул та пахча çимĕç туса илес ĕçе пăрахăçласшăн мар, пачах урăхла - хăяр, купăста, хĕрлĕ кăшман ỹстересшĕн. Çаврăнăша кĕртнĕ 108 гектар çĕртен ытларах пайĕнче тыр-пул ỹстерсе илесшĕн, 13 гектарне вара пахча çимĕç ỹстерме уйăрасшăн.

А.КАРПОВА.



Районная газета "Наша жизнь"
30 августа 2019
11:23
Поделиться