Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Каллех "Артека" кайĕ

Иртнĕ эрнере, июлĕн 17-мĕшĕнче, Çĕрпỹ хулинче вĕренỹ организацийĕсенче вĕренекенсем хушшинче Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт комплексĕн çуллахи фестивалĕн республикăри тапхăрĕ иртнĕ.

Ăмăртусене пĕтĕм республикăри 11-15 çулсенчи 70 ытла çамрăк хутшăннă. Хĕрлĕчутайсен чысне Вадим Ивановпа Богдан Яркин хỹтĕленĕ. Вĕсем 2006-2007 çулсенче çуралнă спортсменсем хушшинче тупăшнă.

Ăмăртусен программи 8 спорт тĕсĕнчен тăнă: 60 тата 1500 метра чупасси, турник çинче туртăнасси, мечĕк ывăтасси, пневматикăллă винтовкăран пересси, 50 метрлă дистанцие ишсе тухасси, вырăнтан тăршшĕне сикесси, тăнă вырăнтан малалла усăнасси. Вадим перекладина çинче хăйĕн 17 тантăшĕ хушшинче 33 хут туртăнса çĕнтернĕ. Богдан вара 60 тата 1500 метрлă дистанцисенче пĕрремĕш пулнă.

Харпăр хăй зачечĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе асăннă дисциплинăсемпе Вадим Иванов чи пысăк сумма пухма пултарнă - 579 очко, пĕлтĕрхи пекех ылтăн медале тивĕçнĕ. Физкультурăпа спорт фестивалĕн республикăри 2-мĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ май вăл унăн 3-мĕш ăмăртăвĕсене те хутшăнĕ. Вадим фестивалĕн Пĕтĕм Раççейри финалĕнче Чăваш Республикин чысне хỹтĕлĕ. Вăл кăçалхи октябрь-ноябрь уйăхĕсенче "Артек" лагерьте иртĕ.

Аса илтеретпĕр, пĕлтĕрхи фестивалĕн кăтартăвĕпе Чăваш Республикин спортсменĕсем, вĕсен йышĕнче Вадим Иванов та тупăшнă, 83 команда хушшинче 5-мĕш вырăн йышăннăччĕ.

А.АЛЕКСЕЕВА. 



Районная газета "Наша жизнь"
26 июля 2019
10:18
Поделиться