Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хĕрлĕчутайсене те чыслĕç

Çемье тата юратупа шанчăклăх кунне пирĕн çĕршывра кăçалхипе 12 хут паллă тăвĕç.

Çак уява халалласа Шупашкарта июлĕн 7-мĕшĕнче гала-концерт пулĕ. Раççей эстрадин çăлтăрĕсен концерчĕ Анне-Хỹтĕлевçĕ монуменчĕ умĕнчи лапамра иртĕ.

Концерт вăхăтĕнче пĕрле 25 çул е ытларах пурăннă мăшăрсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медаль, 50 çул е ытларах пĕрле пурăннисене "Юратупа шанчăклăхшăн" орден парса чыслĕç. Палăртмалла, медале тивĕçнисем хушшинче Хĕрлĕ Чутай салинчи Александр Николаевичпа Ирина Петровна Михопаркинсем тата Çĕн Ирчемесри Виталий Федоровичпа Зоя Дмитриевна Медведевсем те пур.

Унсăр пуçне июлĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарта иртекен савăнăçлă уяв мероприятийĕнче Кỹпешри Лариса Валериевна Сядайкинана, пилĕк ача амăшне, Чăваш Республикин "Анне" амăшĕн мухтав паллипе чыслĕç.

А.СЕМЕНОВА.



Районная газета "Наша жизнь"
05 июля 2019
11:40
Поделиться