Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тухăç лайăх пуласса шантарать

Çĕр ĕçченĕн ĕçне хаклама вăхăт та çитрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çурхи ака ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн районти хуçалăхсенче акнă ялхуçалăх культурисене тĕрĕслеççĕ. Акă июнĕн 5-мĕшĕнче райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Владимир Храмов, хуçалăхсен ертỹçисем тата тĕп агрономĕсем уй-хире çитсе кĕрхи, çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен шăтаслăхĕпе паллашнă.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче комисси ỹсен-тăрансен шăтаслăхĕ, çăралăхĕ çине тимлĕх уйăрнă. Комисси палăртнă тăрăх, çĕр ĕçченĕсем хăйсен тĕллевне пурнăçа кĕртме пултарнă, çуракине технологие пăхăнса ирттернĕ, минераллă удобренисене çителĕклĕ хывнă. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем лайăх шăтни ăнăçлă тухăç пуласса шантарать. Кĕрхи культурăсем 413 гектар çинче кăна упранса юлнă (1509 гектар çинче акса хăварнă). Шăтман лаптăксене çĕнĕрен су-халаса урпа акнă.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе хаклав комиссийĕ районти хуçалăхсем хушшинче çĕнтерỹçĕсене палăртнă, вĕсене Ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче, Акатуйра, чыслĕç. Техникăллă тата апатлăх культурăсен калча шăтаслăхĕпе "Нива" ЯХПК палăрнă. Ялхуçалăх культурисене туса илес ĕçе пахалăхлă йĕркелес енĕпе "Коминтерн" ЯХПК çĕнтернĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсен калча шăтаслăхĕпе "Свобода" колхоз тата "СТК-21" тулли мар яваплă общество палăрнă, хресченпе фермер хуçалăхĕсем хушшинче - Д.Кузнецов уйрăм предприниматель.

А.ВАСЮКОВА.



Районная газета "Наша жизнь"
07 июня 2019
08:38
Поделиться