Райцентрти çул сарлакарах пулĕ

Иртнĕ эрнере район центрĕнче çул-йĕр техникине, 23 номерлĕ аптека таран асфальтăн çиелти сийне хырнине чылайăшĕ асăрханă ĕнтĕ. Нумайăшĕ кунта яка çул пуласса тахçанах кĕтет. Шăтăк-путăклă çулпала машинăпа çỹреме кансĕрччĕ çав. Кĕтни тинех çитрĕ темелле.

Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнĕ урамĕнче "Подъезд к с. Красные Четаи" автоçул çинче капиталлă юсав ĕçне пуçăнчĕç. Ăна "Стройресурс" ТЯО подряд организацийĕ пурнăçлĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Алина Ярабаева пĕлтернĕ тăрăх, 690 метр тăршшĕ çула реконструкцилеме республика бюджетĕнчен 9 миллион та 26 пин тенкĕ (çав шутра 10 процентне вырăнти бюджетран) уйăрнă.

Çывăх вăхăтра автоçулăн асăннă лаптăкĕнче бульдозер, каток ĕçлемелле. Бордюр тума, машинсем лартма меллĕ пултăр тесе çул сарлакалатма палăртаççĕ. Юсав ĕçĕсене вĕçлесен районта пурăнакансем çĕнетнĕ, сарлакалатнă çулпа савăнсах усă курасса шанмалли кăна юлать.

Палăртмалла, асăннă подряд организациех муниципаллă çулсем çинчи шăтăк-путăксене те саплать. Акă хальлĕхе "Сура" - Трапай, Хĕрлĕ Чутай - Пчелка (Анат Чутайри Красноармейски урамĕ тăрăх), "Сура" - Березовка - Кишлĕ çулсене йĕркене кĕртнĕ. Юлашки вăхăтра юсав ĕçĕсем "Сура" - Ачкасси - Шулю автоçул çинче пынă.



Районная газета "Наша жизнь"
07 июня 2019
08:37
Поделиться