Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ыран пурте Акатуя пухăнар!

Район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Ĕçпе юрă тата спорт уявне, Акатуя, ыран, июнĕн 8-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутай салинчи Тĕп стадионта ирттерме палăртнă.

Акатуйăн савăнăçлă пайĕ 10 сехетре пуçланать. Ун вăхăтĕнче хĕрлĕчутайсене сумлă хăнасем саламлĕç, çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетĕç, лайăх кăтартусемпе ĕçлесе пыракан ялхуçалăх ĕçченĕсене чыслĕç. Унтан районти чи лайăх пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарĕç. Спортпа туслисем валли тĕрлĕ ăмăртусем те иртĕç.

Ыран пурне те Тĕп стадионта пĕрле пухăнса савăнма йыхравлатпăр. Ĕçлеме кăна мар, канма та вăхăт тупар!



Районная газета "Наша жизнь"
07 июня 2019
08:36
Поделиться