Чи çамрăк команда иккĕмĕш вырăн йышăннă

Майăн 27-мĕшĕнче Çĕрпỹри "Асамат" спорт шкулĕнче салтак çулне çитмен çамрăксен республикăри Спартакиади иртнĕ. Унта районсемпе хуласенчи 14-17 çулсенчи ачасенчен тăракан сакăр команда хутшăннă.

Пирĕн район чысне кăçалхи Спартакиадăра Хĕрлĕ Чутай шкулĕн опытлă тренерĕ Эдуард Романов хатĕрленĕ команда хỹтĕленĕ. 6-9-мĕш класри яшсем, Спартакиадăна пĕрремĕш хут хутшăнаççĕ пулин те, хăйсене лайăх енчен кăтартса пама пултарнă.

Тĕрлĕ енлĕ тупăшнă май хĕрлĕчутайсем çар хатĕрленĕвĕпе, винтовкăран персе, Калашников автоматне сỹтсе-пухса тата 3000 метра чупса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кĕлетке йăтассипе вĕсем иккĕмĕш пулнă, турник çинче туртăнса, бассейнра ишсе тата 100 метра чупса виççĕмĕш тухнă.

Спартакиадăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсемпе хĕрлĕчутайсем иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пĕрремĕш вырăна тухнă Çĕрпỹри "Олимп" çарпа патриотизм клубĕ июнь вĕçĕнче Смоленскра иртекен Раççей шайĕнчи Спартакиадăра республика чысне хỹтĕлĕ.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕн салтак çулне çитмен çамрăкĕсем вара - Александр Агаськин, Валерий Аргандейкин, Никитăпа Евгений Канцеляровсем, Игорь Князьков, Иван Сармандейкин (командир), Егорпа Павел Секайкинсем, Федор Ябыков, Богдан Яркин - паян мĕн тунипе çырлахса ларасшăн мар. Çитес çулхи Спартакиадăна халех хатĕрленме пуçламаллине тĕпе хурса вĕсем çуллахи вăхăтра та тренировкăсем ирттерме палăртаççĕ.

А.КАРПОВА.



31 мая 2019
11:33
Поделиться